Пĕрре курсах саврăм-ши
Пĕрре курсах саврăм-ши | |
Юрă | |
---|---|
Жанр | лирикăллă юрри |
альбомĕн трек-лисчĕ | |
- |
Пĕрре курсах саврăм-ши — XX ĕмĕр варринче халăхра, çавăн пекех чăвашсем хушшинчи юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕсенче анлă сарăлнă юрăсенчен пĕри. Александр Сергеев композитор Валентин Урташ сăввипе çырнă.
Юррăн сăвви
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Пĕрре курсах саврăм-ши
Сад пахчинчи сар чечекне
Хитре тесе татрăм-ши
Лешкассинчи сар ачине
Хитре тесе саврăм-ши
Пĕрре курсах, пĕрре пăхсах
Ма юнашар утрăм-ши?
Тус-тантăшпа вăййа тухсан
Ма саншăн çеç çунтăм-ши?
Сарă чечек куç умĕнчех
Çилпе вĕçсе кайрĕ-ши?
Савнă тусăм куç умĕнчех
Урăх хĕрпе кайрĕ-ши?
Эс те чечек, эп те чечек
Ма ик чечек уйрăм-ши
Эс те пĕччен, эп те пĕччен
Ма ик чĕре уйрăм-ши?
Сад пахчинчи сар чечекне
Пĕрре курсах татрăм-ши
Леш кассинчи сар ачине
Пĕрре курсах саврăм-ши?
Кашни куплетри юлашки икĕ йĕркине икшер хут юрламалла.
Юррăн кĕвии
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Александр Сергеев хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор.
Юррăн кунçулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хайлав — юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕнче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку юрă пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |