Павлов Фёдор Павлович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Павлов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Фёдор Павлов
Тулли ят Фёдор Павлович Павлов
Çуралнă вăхăт 1892 авăн, 13
Çуралнă вырăн Патăрьел, Чебай вулăсĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Çĕрпӳ районĕ, Чăваш Ен), Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт 1931, çĕртме, 2
Вилнĕ вырăн Сочи, Çурçĕр-Кавказ Ен, РСФСР, СССР
Патшалăх Раççей империйĕ Раççей империйĕ
ССРП
Профессисем XX ĕмĕрти совет/раççей/чăваш композиторĕ/дирижёрĕ/мусăк педагогĕ/сăвăçи/драматургĕ
Инструментсем сĕрме купăс
Жанрсем классика мусăкĕ

Фёдор Павлович Павлов (авăн, 13(25), 1892, Патăрьел, Чебай вулăсĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Çĕрпӳ районĕ, Чăваш Ен), Раççей империйĕ — 2.6.1931, Сочи, Çурçĕр-Кавказ Ен) — чăваш поэчĕ, драматургĕ, композиторĕ, дирижёрĕ, политикăпа пĕрлĕх ĕçченĕ, культура ĕçченĕ, чăваш драматургийĕн, профессилле мусăкĕн никĕсĕсене хываканĕсенчен пĕри[1].

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Федор Павлов 1892 çулхи авăнăн (13(25)-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнинчи Етĕрне уесĕн Чебай вулăсне кĕнĕ (Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕ) Патăрьел ялĕнче вăтам çĕр ĕçтеш килйышĕнче çуралнă.

Пĕчĕк чухнех вулама вĕреннĕ. 1901 çулта Патăрьелти вырăнти вĕрентĕшне пĕлӳ илме кĕнĕ.

Ашшĕ, Павел Степанович, лайăх юрланă, ташланă, кĕсле çинче выляма ăста пулнă.

Пĕрремĕш вырăс революцийĕ вăхăтĕнче Федор Павлов Шупашкар уесĕнчи Икка вĕрентĕшĕнче пĕлӳ пухнă. Кунта Павлов пĕтĕм чунĕпех мусăк, литературă тата драматурги патнелле туртăнать.

Иккăра вĕренсе тухсан, Павлов Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕлĕве малалла пухма кайнă.

Кунта вăл 1907 - 1911 çулсенче вĕреннĕ, литературăпа мусăк енчен паха пĕлӳ илнĕ.

Чĕмпĕрте вăл вырăс тата ютçĕр классикĕсен ĕçĕсемпе паллашать, чăвашла та, вырăсла сăвăсем шăрçалать.

1911 çулхи çу уйăхĕнче, пуçламăш шкул вĕрентӳçи ятне тивĕçнĕ хыççăн Павлова шкултах ĕçлеме хăварнă.

1911/çурла — 1913/авăн тапхăрĕнче Павлов, Чĕмпĕрти шкулта мусăк вĕрентӳçи пулнă май, чăваш халăх юррисене пуçтарать, майлаштарать («Чӳк» тата «Вайă»).

1913 çулхи нарăс уйăхĕнче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн сцени çинче М. Глинка кĕвĕленĕ «Иван Сусанин» оперăн пайĕсене хатĕрлесе кăтартнă. Тĕп партисене Ф. Павлов (Сусанин). К. Эсливанова (Антонида), В.Дубровин (Собинин) сăнарласа юрланă.

Хăйĕн пултарулăхĕнче вăл Константин Иванов поэт-демократпа туслă пулнă. Вĕсен иккĕшĕн те чăваш оперине тăвас ĕмĕт чунĕнче çуннă.

Ятарлă мусăк вĕрентĕшĕнче пĕлӳ илме май çуккипе, Фёдор Павлович 1913 çулхи авăн уйăхĕнче Чĕмпĕрти чиркӳ семинарине вĕренме кĕнĕ. 1916 çулхи çу уйăхĕнче ăнăçлă вĕçлесе, псалом вулаканĕ пулать. Тепĕртакран Етĕрне уесĕнчи Кăшлавăш, кайран — Палтай вĕрентĕшĕсенче ĕçлет. 1917 çулхи çурлан 1 (4)-мĕшĕнче Шупашкар уесĕн пухăвĕ Павлова çураçтару тӳри пулма суйланă, çавăнпа та вăл çемьипех çак уесри Акулево ялне пурăнма куçать.

Пичетленĕ ĕçĕсем, статьясем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Ача-пăча сасси» пухмач (1921).
  • «Ялта» (1922)
  • «Туй юрри», «Туттёл»
  • «Сарнай» пухмач (1924)
  • «Речитативы в чувашской народной музыке» (1923)
  • «Чăваш музыки» (1923)
  • «Хитре» (1923)
  • Библиографии по чувашской музыке, статьи «Чаваш кесли», "Чарăннă сасă
  • Очерки «Чуваши и их песенное и музыкальное творчество».
  • «Çырмари юрă», статья.
  • «Сарнай и палнай» — симфони.

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Федор Павлович Павлов — композитор и драматург / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. — Чебоксары, 1984. — 59 с.
  • Авлук, А. Еce пархатарлa, ячĕ сумлă / А. Авлук // Ялав. — 1992. — № 9. — С. 20.
  • Артемьев, Ф. П. Павлов // Артемьев, Ю. М. XX ĕмĕр пусламăшĕнчи чăваш литератури / Ю. М. Артемьев. — Шупашкар, 1992. — 196 с.
  • Юмарт, Г. Федор Павлов — лирик-поэт / Г. Юмарт // Таван Атал. — 1992. — № 9-10. — С. 56-57.
  • Иванов, И. Ф. Павлов // Иванов, И. Сердца живые звуки / И. Иванов. — Чебоксары, 1989. — С. 150—157.
  • Илюхин, Ю. А. Симфоническая фантазия Ф. Павлова «Сарнай и палнай» // Вопросы чувашского языка, литературы и искусства. — Чебоксары, 1960. — С. 148—174.
  • Л.И. Бушуева, Ю.А. Илюхин, «Чăваш Енĕн композиторĕсем», Шупашкар, 2014.
  • М. Г. Кондратьев, "Гора злолтая... Фёдор Павлов и его время.", Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017.

Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]