Контент патне куҫ

Парне Георгий Васильевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Парне Георгий Васильевич
Çуралнă чухнехи ят: Васильев Георгий Васильевич
Çуралнă вăхăт: 1901, ака, 30
Çуралнă вырăн: Çăлпуç ялĕ (Çĕрпӳ уесĕ), Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ, халĕ РФ
Вилнĕ вăхăт: 1937, çу, 1
Вилнĕ вырăн: Шупашкар
Гражданлăх:

ССРП СССР

РФ
Професси: театр тата кино актёрĕ, театр тата кино режиссёрĕ
Карьера: 1920-1930—мĕш çулсем.
Тĕлĕ: Шупашкар

Парне Георгий Васильевич (чăн хушамат Васильев, ака, 30, 1901, Çăлпуç чăваш ялĕ, (Çĕрпӳ уесĕ), Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕçу, 1, 1937, Шупашкар) — чăваш театрĕн тата киновĕн актёрĕ тата режиссёрĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1933). Мускари ВГИКра режиссёр ĕçĕ енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ (1932).

Хальхи вăхăтра Чăваш Енри Тăвай районĕнчи Çăлпуçра çуралса ÿснĕ çын. Театр ĕçне çарта пулнă чухне (1920) явăçнă. Ăна Г. Тал-Мăрса саппас çарăн политуйрăмĕ çумĕнче хăй йĕркеленĕ Чăваш Хастар Театрне чĕнсе илнĕ.

<Куçару: >

Театрти пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Театрти актёр пулса хутшăннă рольсем: Гарри [«Уй чÿк» (Зора) Н.Г. Гарин-Михайловский, 1924]; Петров [«Хăват» Л.Я. Агаков, 1933]; Андрей [«Çĕр çĕк­ленет», И.С. Максимов-Кошкинский, 1933], Шакмак [«Са­турпа Илем» И.С. Мак­симов-Кошкинский, 1934]; Валькка [«Кушар» П.Н. Осипов, 1934] тата Сентиер [«Айтар», П.Н. Осипов, 1934]; Громов [«Аристократсем», Н.Ф. Погодин, 1935]; Тутар [«Вутра», В.И. Краснов-Асли романĕпе, 1934].

Вырăс труппинчи рольсенчен: Таль­ма («Наполеон и Жозефина», 1924).

Режиссёр пулса: «Ялта», Ф.П. Павлов (1932); «Кĕпер», Е.И. Романович (1932); «Хаярлăхпа юрату», Ф. Шиллер (1933), И.С. Максимов-Кошкинскийпе пĕрле); «Айтар», П.Н. Осипов (1934); «Платон Кречет», А.Е. Корнейчук (1935) тата ыттисем те.

Кинори пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çак фильмсенче ассистент е иккĕмĕш режиссёр пулса тăрăшнă

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Чăвашкино» ÿкернĕ виçĕ фильма режиссёр ассистенчĕ пулса хутшăннă.

Çак фильмсенче вылянă

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Чăвашкино» ÿкернĕ мĕнпур киносенче тенĕ пекех вылянă

Кино режиссёрĕ пулса хутшăннă

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Виçĕ кĕске метражлă фильмăн режиссёрĕ.

  • Терентьев, Г. Парне – чаплă артист тата режиссер / Г. Терентьев // Хыпар. – 1992. – 11 пуш.
  • Иванов, А. Парне – рано угасшая звезда / А. Иванов // Совет. Чувашия. – 1991. – 11 дек.
  • Кириллов, Г. В. Парне Георгий Васильевич (Васильев) / Г. В. Кириллов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 370-371.
  • Романов, П. В. Парне Георгий Васильевич / П. В. Романов // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 314.
  • Чӑваш академи театрӗн артисчӗ – К. В. Парне // Сунтал. – 1933. – № 1 (январь). – С. 6.
  • Пермяков, Н. Георгий Парне артист та, режиссер та / Н. Пермяков // Ял ӗҫченӗ (Тӑвай р-нӗ). - 1991. - 26 декабрь : сӑн ӳкерчӗк.
  • Соколова, Н. Кино ӳкерме те хутшӑннӑ : [Тӑвай районӗнчи Ҫӑлпуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ актер тата режиссер Г. В. Парне ҫинчен] / Н. Соколова, Л. Григорьева // Ял ӗҫченӗ (Тӑвай р-нӗ). - 2016. - 26 апрель. - С. 4.
  • Кириллов Г. В. Парне Георгий Васильевич — Электронла чаваш энциклопедири статья.
  • Парне Георгий Васильевич — Кино-театр.ру сайтран. Юлашки çĕнетÿ: 13.01.20
  • Андюков, Василий. Калмантай и "Белое солнце пустыни".(ĕçлемен каçă) // Чăваш тĕнчи (хаçат). — 2015,сентябрь/авён,22, 5/72№. — С.11.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]