Первомайски ял тăрăхĕ (Улатăр районĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Первомайски ял тăрăхĕЧăваш Республикинчи Улатăр районĕн ял тăрăхĕ.

Администраци адресӗ: Первомайски паççулки.

Телефон: +7:(83531)64024

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ — Устимов Владимир Ильич [1]

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Районăн хĕвелтухăç пайĕнче, вăрман варринче вырнаçнă.

Халăх йышĕ, тăрăх тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халăх йышĕ — 966 çын (2006). Вĕсенчен чăвашсем 53% , вырăссем 32% , тутарсем 11% , мордва 3%, çармăссем тата ыттисем 1% [2]

Ялсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ял тӑрӑхӗ Первомайски паççулкинчен тăрать.


Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Первомайский паççулкине 1928-1932-мĕш çулсенче Люля-Сăр чукун çулĕн 24 çухрăмĕнче ĕçпе тӳрлетекен п/я 34/1 колони пек никĕсленĕ. Çавăнпа ăна халĕ те нумайăшĕ 23 ятпа пĕлĕт. Колони вăрман каснă тата трепел кăларнă. 1949-мĕш çулта паççулкара Первомайски леспромхозĕ тата Драничнынче вĕренмелли опытла лесхоз туса хураççĕ. 1955-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 22-мăшăнче Первомайски паççулкин канашне çирĕплетеççĕ. Пĕрремĕш председатĕлĕ Елховский А.И. 1954-мĕш çулта пуçламăш шкул уçнă, 1963-мĕш çулта - участок пульници, 1967-мĕш çулта - вăтам шкул. 1964-мĕш çулта колоние пĕтереççĕ.

Организацисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Первомайски лесхозĕ;
  • ЧЯЮ « Лесозавод Первомайский»;
  • вăтам шкул;
  • фельдшер пункчĕ;
  • "Солнышко" ача сачĕ;
  • лавкасем.

Бюджет[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхатарусем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Кун-çулĕ 2008 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ [1]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.