Первомайски ял тăрăхĕ (Улатăр районĕ)
Первомайски ял тăрăхĕ — Чăваш Республикинчи Улатăр районĕн ял тăрăхĕ.
Администраци адресӗ: Первомайски паççулки.
Телефон: +7:(83531)64024
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ — Устимов Владимир Ильич [1]
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Районăн хĕвелтухăç пайĕнче, вăрман варринче вырнаçнă.
Халăх йышĕ, тăрăх тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Халăх йышĕ — 966 çын (2006). Вĕсенчен чăвашсем 53% , вырăссем 32% , тутарсем 11% , мордва 3%, çармăссем тата ыттисем 1% [2]
Ялсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ял тӑрӑхӗ Первомайски паççулкинчен тăрать.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Первомайский паççулкине 1928-1932-мĕш çулсенче Люля-Сăр чукун çулĕн 24 çухрăмĕнче ĕçпе тӳрлетекен п/я 34/1 колони пек никĕсленĕ. Çавăнпа ăна халĕ те нумайăшĕ 23 ятпа пĕлĕт. Колони вăрман каснă тата трепел кăларнă. 1949-мĕш çулта паççулкара Первомайски леспромхозĕ тата Драничнынче вĕренмелли опытла лесхоз туса хураççĕ. 1955-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 22-мăшăнче Первомайски паççулкин канашне çирĕплетеççĕ. Пĕрремĕш председатĕлĕ Елховский А.И. 1954-мĕш çулта пуçламăш шкул уçнă, 1963-мĕш çулта - участок пульници, 1967-мĕш çулта - вăтам шкул. 1964-мĕш çулта колоние пĕтереççĕ.
Организацисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Первомайски лесхозĕ;
- ЧЯЮ « Лесозавод Первомайский»;
- вăтам шкул;
- фельдшер пункчĕ;
- "Солнышко" ача сачĕ;
- лавкасем.
Бюджет
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхатарусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Улатăр районĕн ял тăрăхĕсем |
|
---|---|
Алтышево • Атрать • Ахматово • Восход • Иваньково-Ленино • Кире • Кувакино • Междуречье • Мирёнки • Çĕнĕ Эйпеç • Октябрьски • Первомайски • Суйкăн • Кивĕ Эйпеç • Стемас • Чуварлей |