Перекоп пымакĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Переко́п пымакĕ (укр. Перекопський перешийок, крым-тут. Or boynu, Ор бойну) — Крыма материкпа çыхăнтаракан, Азов тинĕсне (тинĕсĕн анăç енче вырнаçнă Сиваш кӳлмекĕ) Хура тинĕсрен (тинĕсĕн çурçĕр-анăç пайĕнче Каркинит кӳлмекĕн анăçĕнче вырнаçнă Перекоп кӳлмекĕ анăç енче вырнаснăскер) уйăракан типçĕр.
Крымăн çурçĕр пайĕ шутланать.
Пымак тăршшĕ — 30 км, анлăшĕ - 7 км чи хĕсĕк вырăнта, 9,2 км кăнтăр пайĕнче.
Аваллăхра Перекоп пымакĕ урăх ятлă пулнă: Истм ăна Страбон тенĕ ( тӳррĕн куçарсан - «пымак»), генуэйсем — Зухало, крым-тутарла çак çĕре Ор теççĕ.
Унăн территоринче хăватлă авалхи фортификаци çурт-йĕрĕ — Перекоп валемĕ — пур.
Перекоп пымакĕнче Армянск хула, çаплах Граждан вăрçи вăхăтĕнче аркатнă хула пулнă пĕр ятлă Перекоп чиркӳллĕ ял вырнаçнă.
Пымак тăрăх автомагистраль, чукун çул, электроярăм йĕрĕсене, Çурçĕр-Крым каналне хывнă.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ена В. Г., Ена Ал. В., Ена Ан. В. Краткий географический словарь Крыма. — Симферополь: Бизнес-Информ, 2009. — 1000 экз. — ISBN 978-966-648-222-1
Ку Крым георафипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |