Контент патне куҫ

Петров Василий Петрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Василий Петров
Çуралнă чухнехи ят: Петров Василий Петрович
Çуралнă вăхăт: [1939]], чӳк, 25
Çуралнă вырăн: Энĕшкасси ялĕ, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш АССР
Пăхăнулăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçи, тăлмачĕ
Жанр: повеç, калав
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Чыславсем: РФ ЖП парни (1993), ЧАССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1990), РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1998).
Петров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Петров Василий Петрович (1939, чӳк, 25, Чăваш АССР Çĕрпӳ районĕ, Энĕшкасси ялĕ çур.), — чăваш прозăçи.

Раççей Журналисчĕсен Пĕрлешĕвĕн парне лауреачĕ (1993), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1990), Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1998).

СССР (халĕ Раççей) ÇП пайташĕ (1979).

1939 çулхи чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи Энĕшкасси ялĕнче çуралнă.

Вăтам шкултан, Шупашкарти техника вĕрентĕшĕнчен вĕрнсе тухнă. Казахстанра тĕрлĕ стройкăсенче ĕçленĕ. Хĕсметрен таврăнсан Уралти патшалăх университечĕн журналистика факультетне пĕтернĕ. Чылай хушă республикăри хаçат-журнал редакцисенче вăй хунă.

Пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Малтанхи ĕçĕсем «Пионер сасси» хаçатра пичетленнĕ.


Пурĕпе 13 кĕнеке кăларнă. Паллăрах кĕнекесем:

  • «Пĕр шухăш-кăмăлпа» (1973);
  • «Ӳссен эс кам пулан?» (1976);
  • «Чун ăшши» (1976);
  • «Салтак сăнӳкерчĕкĕ» (1979);
  • «Кĕрхи тăман» (1982);
  • «Хăнасем» (1985);
  • «Инкеклĕ сунар» (1987);
  • «Хурăн çути» (1989);
  • «Каскăн» (1994);
  • «Венчет çĕрри» (2003);
  • «Осеняя метель» (Кĕрхи тăман, вырăсла, 1986);
  • «Кугамай» (Кукамай, вырăсла, 1987).