Пирĕн урам анаталла (юрă)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Пирĕн урам анаталла
Шăрантаракан Виталий Адюков
Жанр лирикăлла юрă
Автор фольклорла хайлав (авторĕ паллă мар)

Пирĕн урам анаталлаXX ĕмĕр вĕçĕнче халăхра, çавăн пекех чăвашсем хушшинчи юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕсенче анлă сарăлнă юрăсенчен пĕри. Кам ăсталани, текст тата кĕвĕ вăхăт иртнĕ майăн еплерех аталанса пыни паллă. мар. Эппин, ку хайлава фольклор палăрăмĕ темелле. XXI ĕмĕрти тăрăм пирки уçăмлăнах калама çук. Чи паллă чăваш халăх юррисенчен пĕри пулса юлать.

Юррăн сăвви пирки[тӳрлет | кодне тӳрлет]

    Пирĕн урам анаталла,
    Шуса анать пĕр çуна,
    Эп урампа иртнĕ чухне
    Йĕрсе юлать хĕрача.
    
    И çил вĕрет, çил вĕрет те,
    Çил çĕклентерсе ярать,
    Чĕрипеле чăтаймасăр
    Йĕрсе юрласа ярать.
    
    И тил юртать, тил юртать те,
    Çипрен çинçе çулпала.
    Мана савни ÿпкелешет
    Ниме тăман сăмахшăн.
    
    Шурă пÿрте кĕрĕттĕм те
    Ура салтса çÿрĕттĕм.
    Савни çумне ларăттăм та
    Сар çу евĕр ирлĕттĕм.
    
    Хĕл иртсессĕн çур килет те,
    Айлăмсене шыв илет,
    Савни савнине илет те,
    Савманнине кам илет?

Фольклор хайлавĕ пулнăран, ку сăввăн варианчĕсем те пулнă, халĕ те пур. Илсе кăтартнă текста чи анлă сарăлнă вариантсенчен пĕри тесе ăнланмалла.

Юррăн кĕвви[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халăх кĕвви темелле. Анчах та ăна Ф.П.Павлов композитор та ятарласа майлаштарнă. Вăл вара оригиналлă япаласен шутне кĕрет.

Юррăн кунçулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хайлав — юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕнче[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]