Пласкин Геннадий Александрович
Геннадий Пласкин Çуралнă вăхăт: 1922, Кăрлач, 1 Çуралнă вырăн: Анат Туçа ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш Ен, СССР Вилнĕ вăхăт: 1999 Вилнĕ вырăн: Етӗрне хули, Етӗрне районĕ, Чăваш Ен, СССР Гражданлăх: ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: драматург, прозăç Жанр: Публицистика, драматурги, проза Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс Геннадий Александрович Пласкин (1922 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ, Анат Туçа ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР — 1999 çул, Етӗрне хули, Етӗрне районĕ) — чăваш драматургĕ, çыравçи[1].
1987 çултанпа СССР ÇП пайташĕ.
Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1922 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Анат Туçа ялĕнче çуралнă.
Чăваш педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче редактор пулса ĕçленĕ. Элĕк районĕн хаçатĕнче те вăй хунă — литература ĕçченĕ пулса ĕçленĕ.
2001 çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
Пичетленнĕ ĕçсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Геннадий Александрович çак пьесăсене çырнă: "Шурă хурăн айĕнче", "Семафор уçă Сиваш хумĕсем".
1986 çулта «Çавраçил» ятпа уйрăм кĕнекепе çыравçăн очеркĕсем, калавĕсем тата романĕ пичетленсе тухнă.
Тата ҫак кӗнекесем: «Этем телейӗ», «Элӗксем – Перемышль паттӑрӗсем», «Пирӗн янташсем – Перемышль паттарӗсем».
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Еливанова, Г. Геннадий Пласкин: «Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчерен ахаль пурӑнмарӑм!!!» / Г. Еливанова // Тантӑш. – 2012. – 20 авӑн (№ 38). – С. 5
- Ефимов, Л. А. Геннадий Александрович Плаксин // Ефимов, Л. А. Элӗк енӗ / Л. А. Ефимов. – Элӗк, 1994. – С. 284-285.
- Кузнецова, А. Пурнӑҫа аркатнӑ хура йӗр / А. Кузнецова // Хыпар. – 2012. – 12 ака. – С. 4.
- Уткин, Г. Пласкин ҫинчен тӗрӗссине ҫеҫ ҫырмалла // Уткин, Г. Ултӑ портрет : очерксем / Г. Уткин. – Шупашкар, 2013. – С. 35-39.
- Уткин, Г. Ҫавраҫил ҫаврӑнать // Уткин, Г. Ултӑ портрет : очерксем / Г. Уткин. – Шупашкар, 2016. – Улттӑмӗш кӗнеке. – С. 23-26.
- Ефимов, Л. А. Геннадий Александрович Пласкин / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – С. 422-423.
- Пласкин Геннадий Александрович // Батыревская энциклопедия. – Чебоксары, 2005. – С. 175.
- Ялгир, П. Пласкин Геннадий Александрович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 87.
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Патăрьел районĕнче çуралнисем
- Етӗрне районĕнче вилнисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Пайăр çынсем пирки:Чăваш Ен вĕçлемен статьясем
- Драматургсем, алфавитпа
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш драматургĕсем
- Раççей çыравçисем
- Раççей драматургĕсем
- СССР çыравçисем
- СССР драматургĕсем
- 1922 çулта çуралнисем
- Кăрлачăн 1-мĕшĕнче çуралнисем
- 2001 çулта вилнисем