Контент патне куҫ

Пулар, Микул

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Микул Пулар
Çуралнă чухнехи ят: Краснов Николай Георгиевич
Çуралнă вăхăт: 1952 çул, нарăс, 10
Çуралнă вырăн: Туçа ялĕ, Йĕпреç районĕ, Чăваш АССР
Гражданлăх: ССРП РФ
Ĕçлев тĕсĕ: поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

Пулар, Микул (паспортпа: Краснов Николай Георгиевич, 1952, нарăс, 10, Туçа ялĕ, Йĕпреç районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш сăвăçи.

ЧР ÇП пайташĕ (1995)[1].

1952 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче Йĕпреç районĕнчи Туçа ялĕнче çуралнă.

А.М. Горький ячĕллĕ литература институтне вĕренсе пĕтернĕ. Йĕпреç район хаçатĕнче вăй хунă. Хальхи вăхăтра «Капкăн» журналта литература ĕçченĕ пулса ĕçлет.

Тăтăшах периодикăллă тухакан хаçатсенче пичетленет. Çак кĕнекесем пичетленсе тухнă:

  • «Çĕнĕ кĕвĕ» (1976);
  • «Хĕвел пайăрки» (1991).

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]