Пуплерĕшĕн тĕп пайташĕсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Пуплерĕшĕн тĕп пайташĕсем, — пуплерĕшри подлежащипе сказуемăй.

Çак пайташсенчен хăшĕ хăшне пăхăнтарни пирки чĕлхе вĕрентĕвĕнче виçĕ шухăш пур:

  • тĕп пайташ подлежащи кăна пулать
  • подлежащипе сказуемăй пĕр-пĕринпе тан
  • тĕп пайташ тесе сказуемăя кăна пăхмалла.

Сказуемăйăн вăхăтпа наклонени формисем предикаци тăваççĕ. Пуплерĕшри сăмахсем сказуемăй енне туртăнса ун тавра пухăнаççĕ. Çак сăлтава пула предложенин пĕртен-пĕр тĕп членĕ тесе сказуемăя пăхмалла. Подлежащине традици тăрăх кăна тĕп пайташ темелле, мĕншĕн тесен унăн сăпатпа хисеп формисем сказуемăйра палăрма пултараççĕ.

Тĕп пайташсене пĕр-пĕринчен формăпа, грамматика пĕлтерĕшпе тата пуплерĕш шухăшĕпе уйăраççĕ. Çак критерисем пĕр-пĕрне саплаштарса тăраççĕ. Акă подлежащи тĕп падежра тăнисĕр пуçне ĕç субъектне пĕлтермелле, мĕншĕн тесен тĕп падежри кашни сăмах подлежащи пулаймасть. Ӗç субъектне кăтартакан сăмах тĕп мар падежра та тăма пултарать. Ăна традици тăрăх дополнени теççĕ. Шухăш критерийĕпе килĕшӳллĕн, темăна кĕрекен тĕп падежри сăмах подлежащи, ремăна кĕрекенни сказуемăй пулать. Пуплерĕшре формипе кашнинчех уйăрса илме май килмесен те сказуемăйăн яланхи форми — сăпатлă форма пур. Вăл пуплерĕшре кирек хăçан та сказуемăй пулать, пуплерĕшре подлежащисĕрех йĕркелеме пултарать. Глагол çук чухне сказуемăя ун çумĕнче çеç пулакан сăмахсем тăрăх та уйăраççĕ. Предикаци паллине кирек мĕнле сăмах та йышăнма пултарать. Çакна шута илсе И.А.Андреев профессор тĕп пайташсене питĕ анлăн пăхма е вĕсене пачах пăрахăçлама тивет тет.

Шухăш тытăмне уçăмлăрах кăтартас тĕллевпе калаçура подлежащипе сказуемăй е вĕсен ушкăнĕсем хушшинче вăрăм тăхтав тăваççĕ. Ăна çырура тире лартса палăртаççĕ. Шухăш пайĕсене ятарласа уçăмлатас тĕллев çук чухне тире лартмаççĕ.

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Андреев И.А. Чăваш синтаксисĕн ыйтăвĕсем. 2 пайлă. II пайĕ. Ш., 1973;
  • Андреев И.А. Чăваш чĕлхи. Синтаксис. 8—9 классем валли. Ш., 2001;
  • Андреев И.А. Предикативность как конструктивный признак простого и сложного предложений // Известия НАНИ ЧР. 2002. № 4;
  • Виноградов Ю.М., Виноградова Г.М. Орфографи словарĕ. Тĕрĕс çырмалли правилăсем. Ш., 2002.