Андреев Иван Андреевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Андреев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Иван Андреев
Андреев Иван Андреевич
Çуралнă вăхăт: 1928 çул, çу, 15
Çуралнă вырăн: Хитекушкăнь ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР, РСФСР
Вилнĕ вăхăт: 2011, раштав, 31
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Республики, РФ
Патшалăх:

Раççей Федерацийĕ

Ăслăх сфери: синтаксис, морфологи, сăмах туни, орфографи, пунктуаци
Ĕç вырăнĕ: ЧППУ, ЧПУ, ГĂТИ
Ăсчах степенĕ: филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ
Ăсчах хисепĕ: профессор, академик
Альма-матер: ЧППИ
Чыславсемпе парнесем


Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (1990), Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (2001), Чăваш Республикин гуманитари ăслăхĕсен облаçĕнчи патшалăх премин лауреачĕ (2006)

Андреев Иван Андреевич (1928, çу, 15, Чăваш АССР, Элĕк районĕ, Хитекушкăнь ялĕ2011, раштав, 31, Шупашкар, Чăваш Республики) — чăваш чĕлхи тĕпчевçи, филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ (1970), Чăваш ăславсемпе ӳнерсен наци академийĕн чăн пайташĕ (академикĕ) (1994).

Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (1990), Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (2001), Чăваш Республикин гуманитари ăслăхĕсен облаçĕнчи патшалăх премин лауреачĕ (2006)[1].

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1928 çулхи çу уйăхĕн 15 Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Хитекушкăнь ялĕнче çуралнă.

1950 çулта Чăваш патшалăх педагогика инситутĕнче, 1955 çулта аспирантурăра вĕренсе тухнă.

Ăслăх-тĕпчев институчĕн чĕлхе уйрăмĕн пуçлăхĕ (1957—1970), Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ (1972-па), историпе филологи факультетăн деканĕ (1983—1990), СССР ĂĂ литературăпа чĕлхе уйрăмĕ çумĕнчи тюркологсен комитечĕн пайташĕ, Чăваш Енĕн вĕрентӳ институчĕн профессорĕ (1999-па).

Иван Андреев чăваш чĕлхин синтаксис, морфологи, фонетика, орфографипе пунктуаци, лексикографи, диалектологи, антропологи ыйтăвĕсене тĕпчет; чĕлхе наукинчи, шкул грамматикинчи чи çивĕч ыйтусене хускатать, тĕрлĕ вĕренӳ программисемпе кĕнекисене хатĕрлет. 200 ытла тĕпчев ĕçĕ пичетленĕ.

Иван Андреев причастисен ушкăнĕсене вĕсен синтаксиспа морфологи уйрăмлахĕсене; хутсăр пуплевĕшĕн тĕп паллисене, грамматикăпа коммуникативлă тытăмне; орфографипе пунктуацин çитменлĕхĕсемпе хирĕçӳлĕхĕсене туллин тишкернĕ; хутлă пуплевĕшĕн теорине аталантарса, унăн паллисемпе тĕсĕсене тарăннăн çутатса, чылай ыйтăва çĕнĕлле ăнлантарнă.

Иван Андреев чăвашла-вырăсла, вырăсла-чăвашла сăмахсарĕсене хатĕрлесе кăларас çĕрте чылай вăй хунă.

Ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Причастне в чувашском языке. Ч., 1961;
  • Чăваш синтаксисĕн ыйтăвĕсем. I пайĕ. Ш., 1973; II пайĕ. Ш., 1975;
  • Чăваш пунктуацийĕ: иртни, хальхи, пуласси. Ш , 1990;
  • Учебник чувашского языка для русских. Ч., 1992;
  • Чăваш чăлхи. Вырăс шкулĕн 6-мĕш класĕ валли. Ш., 1998 (Р.И.Гурьева. Л.Н.Кузьминапа пĕрле);
  • Чăваш чĕлхи. Синтаксис. 8—9 классем валли. Ш., 2001.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Петров Н.П. Тĕпчевçĕ-педагог // Ялав 1978. 5 №.
  • Семенов Ю. Тĕпчевçĕ çулĕ // Тăван Атăл. 1978. 5 №;
  • Ефимов Ю. Чăвашсен паллă ученăйĕ // Пионер сасси. 1978, çу, 20;
  • Цавлов И.П. Пултаруллă тĕпчевçĕ // Коммунизм ялавĕ. 1978, çу, 15;
  • Виноградов Ю.М. Чĕлхе вăрттăнлăхĕн тĕпчевçи // Тăван Атăл, 1988. 5 №;
  • Скворцов М.И. Путь поисков и свершений // Советская Чувашия. 1988, çу,15;
  • Хузангай А.П. Иван Андреевич Андреев // Советская тюркология. 1988. № з.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]