Пурнăç çулĕпе (хаçат)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пурнăç çулĕпе (хаçат)
Тĕс Эрнере иккĕ хут, çырăнмалла
Формат А3
Кăларакан Чăваш Республикин культура, наци, информатика политикин тата архив ĕçĕн министерстви, редакци коллективĕ
Редактор Марина Леонтьева [1]
Никĕсленĕ çурла, 4 1932
Чĕлхе(сем) чăваш

Тираж 3000 яхăн экз.
Веб-сайт Аликовская районная газета «Пурнăç çулĕпе»

Пурнăç çулĕпе (выр. По жизненному пути) — Чăваш Республикинчи Элĕк районĕн хаçачĕ.

Тĕп редакторĕ: Марина Леонтьева.

Чăвашла эрнере 2 хут тухать. Тиражĕ: 3 пине яхăн.

Вырнаçнă тĕлĕ: 429230, Чăваш Ен, Элĕк, Совет урамĕ, 35-мĕш çурт.

Электронлă адресĕ: e-mail: gazet@alikov.cap.ru.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1932 çулхи çурла 4-мĕшĕнче «Колхоз хаçачĕ» ячĕпе пĕрремĕш кăларăмĕ тухнă. 1963 çулта Элĕк районне пĕтернĕ пирки хупнă. 1965 çулта «Ленин çулĕпе» ятпа каллех тухма пуçланă. 1996 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕпе хальхи вăхăтчен «Пурнăç çулĕпе» ятпа тухать.

Хаçатăн малтанхи тĕп редакторĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕрремĕш редакторĕ Тимофей Яковлевич Золотов (1907 çур.) пулнă. Ун хыççăн редактор ĕç вырăнĕнче Степанов А.С. (1933), Меценатова П.С. (1933-1937 ç.ç.), Куравлев В.П. (1937-1938 ç.ç), Тихонов И.Т. (1938-1940, 1947-1951 ç.ç.), Саперкин С.Ф. (1940-1944 ç.ç.), Лисин Х.И. (1944-1947 ç.ç.), Мешков А.Н. (1951-1955, 1957-1958 ç.ç.), Петров И.П. (1955-1956 ç.ç.), Чирков И.А. (1956-1957 ç.ç.), Соловьев П.Н. (1961-1962 ç.ç.), Кустиков А.Г. (1958-1961, 1965-1986 ç.ç.), Владимиров Л.М. (1986-1993 ç.ç.), Степанов В.Ф. (1994-1996 ç.ç.), Тимофеева Е.С. (1996-1998 ç.ç.) ĕçленĕ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • "Аликовскому району 75 лет", Л. А. Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]