Контент патне куҫ

Элĕк (Элĕк районĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Элĕк
Элĕк сали, тӳперен сăнасан.
Элĕк сали, тӳперен сăнасан.
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Элĕк
Ял тăрăхĕ Элĕк
Координатсем 55°44′09″ с. ш. 46°44′08″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Малтанхи ятсем Элĕк
Наци йышĕ 98 % чăвашсем
Конфесси йышĕ православисем
Этнохороним элĕксем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83535
Почтă индексĕ 429260
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 205 873 001
Элĕк (Элĕк районĕ) (Раççей)
Точка
Элĕк (Элĕк районĕ) (Чăваш Ен)
Точка
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Элĕк (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Элĕк, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕн администрацийĕ вырнаçнă ял, Элĕк ял тăрăхĕн тĕпĕ шутланать.

Ял тытăмĕ, халăх йышĕ

Элĕкре пĕтĕмпе 10 урам: 60 çул Октябрь, Парк, Прохор Иванов, Коммуна, Тухăç, Çурçĕр, Колхоз, Совет, Сад, Хыр урамĕсем.

Салара ытларах пайĕпе пĕр хутлă çуртсем лараççĕ. Çавăн пекех икĕ-виçĕ хутлисем те пур.

Элĕкре 2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 2653 çын, çав шутра 1245 арçын, 1408 хĕрарăм пурăннă[1]..

Çутĕçпе культура

Элĕкри Турă амăшĕ вилнин асăну чиркĕвĕ‎
Культура керменĕ‎

Кунта И. Я. Яковлев ячĕллĕ вăтам шкул, Элĕкри мусăк шкулĕ, ӳнер шкулĕ, Литературăпа тăван ен тĕпчев музейĕ, икĕ вулавăш, культура керменĕ пур. Чăваш чĕлхипе "Пурнăç çулĕпе" хаçат тухса тăрать. Салара Халăх театрĕ ĕçлет. Кермен çумĕнче "Валинке" фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕ.

Спорт

Çыхăну тата массăллă информаци хатĕрĕсем

  • Инçекурав: Халăх эфирлă тата спутниклă инçекуравпа усă курать, кабеллĕ телевидени çук. Эфирлă инçекурав РТР шутĕнчи наци каналĕпе чăвашла тата вырăсла кăларăмсене кăтартать.

Çул-йĕр

Шупашкартан 67 çухрăмра ларать. Элĕке республика шайĕнчи Шупашкар — Элĕк — Етĕрне тата ШупашкарНурăс — Элĕк автомобиль çулĕсем иртеççĕ.

Кун-çулĕ

Элĕке пĕрремĕш хут 1486 çулта асăннă. Ӗлĕк-авал ку вырăнта юман вăрманĕ мăнаçланса ларнă. Юнашар вырнаçнă Юманлăх ял ячĕ çакна аса илтерет.

«Элĕк» ойконим çын ятĕнчен пулса кайнă. Ял Шапа Ушкăн Варĕ текен вырăнтан йĕркеленсе кайнă. Хăй вăхăтĕнче В. К. Магницкий пухса хатĕрленĕ авалхи тĕне кĕмен чăваш арçын ячĕсен шутĕнче Элĕк, Элекки, Элекке, Элеккей ятсем пур. Архив хучĕсенче Элĕк ялĕ Аликасы, Аликово, Успенское ятсемпе çыхăннă. Вырăсла çырнă хутсенче тиексем чăваш ячĕсене калаçура илтĕннĕ пек çырайман, чылайăшне вырăсла май улăштарнă. Çавăнпа та Элĕк сăмахран Алик, Аликово пулса кайнă.

«Под названием деревня Аликасы Курмышского уезда, с. Аликово упоминается во владенной записи, данной в 1694 году Чебоксарскому Успенскому монастырю»,

тесе çырнă ĕлĕкхи вăхăтра. Элĕк çумне «Успенское» сăмах вара ялта 1744 çулта чиркӳ туса лартсан хушăннă. Элĕк чиркĕвне парнеленĕ, Елисаветă Петровнă патшара ларнă вăхăтра кăларнă пĕр турă кĕнекинче çапла çырса хунă:

«Сия книга изготовлена типографией, а по приказу преосвященного Димитрия, Епископа Нижегородского Палатою отдана безденежно декабря 3 дня 1747 г. В Курмышском уезде новокрещенного села Успенское, Аликово тож, новостроенно у новокрещенных церкви».

1907 çулта 230 çын, 1926 çулта 68 килте 271 çын пурăннă. 1854 çулта Элĕкре шкул уçăлнă.

Çак çултан пуçласа вара Элĕк сала (чиркӳллĕ ял) пулса тăнă. 1782 çулта Элĕкре йывăçран çĕнĕ чиркӳ туса лартнă, вăл икĕ астуллă пулнă. Салари виççĕмĕш чиркĕве вара 1901 çулта туса лартнă. Элĕк сали XVIII ĕмĕр вĕçнелле Шăмат вулăсне кĕнĕ, каярахпа хăй те вулас тĕпĕ пулса 67 яла тытăма кĕртет. 1918 çулта вулĕçтăвком, ял Канашĕ туса хунă. 1859 çулта Элĕкре 48 кил шутланнă, 207 çын пурăннă.

Экономика

Банк, финансă ĕçĕсем

РФ Перекет банкĕн Элĕкри уйрăмĕ.

Элĕк районĕнче Раççей Перекет банкĕпе Раççей ял хуçалăх банкĕ ĕçлет.

Сутă-илӳ

Сутă-илӳ центрĕ

Кашни кĕçнерни кун Сутă-илӳ центрĕ çумĕнчи лапамра тата Пушкин урамĕнче Элĕк ярмăрки иртет. Тĕрлĕ çĕртен килнĕ сутăçсем район халăхне таварпа тивĕçтереççĕ[2].

Апат-çимĕç промăçлăхĕ

Паллă çынсем[3]

Асăрхавсем

Вуламалли

  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • Л. А. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • В. К. Магницкий, "Чувашские языческие имена
  • "Аликовскому району 75 лет", Л. А. Ефимов пуçтарнă, Шупашкар, 2002.

Каçăсем

Фотопухăм