Раççей Федерацийĕн уявĕсемпе асăмлăх кунĕсем
Курӑнакан калӑплав
Раççей уявĕсем — Раççейре официаллă палăртнă уяв кунĕсем, професси уявĕсем тата пĕтĕм тĕнчери асăмлăх кунĕсем.
- Кăрлач, 1–2-мĕшĕ — Çĕнĕ çул уявĕ
- Кăрлач, 12-мĕшĕ — Раççей Федерацийĕн прокуратура ĕçченĕсен кунĕ
- Кăрлач, 13-мĕшĕ — Раççей пичечĕн кунĕ
- Кăрлач, 21-мĕшĕ — Инженер çарĕсен кунĕ
- Кăрлач, 27-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери таможня кунĕ
- Нарăс, 8-мĕшĕ — Раççей ăçлăхĕн кунĕ
- Нарăс, 10-мĕшĕ — Дипломати ĕçченĕн кунĕ
- Нарăс, 23-мĕшĕ — Тăван çер-шыв хӳтĕлевçин кунĕ
- Пуш, 1-мĕшĕ — Гражданла хӳтĕлевĕн пĕтĕм тĕнчери кунĕ
- Пуш, 8-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ
- Пуш, 10-мĕшĕ — Архивсен кунĕ
- Иккĕмĕш вырсарни кун — Геодезипе картографи ĕçченĕсен кунĕ
- Виççĕмĕш вырсарни кун — Халăха йăла пулăшăвĕ парас ĕç тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ
- Пуш, 21-мĕшĕ — Расăсен танмарлăхне пĕтерессишĕн кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун
- Пуш, 27-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕ, Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин шалти çарĕсен кунĕ
- Ака, 2-мĕшĕ — Ача-пăча кĕнекин пĕтĕм тĕнчери кунĕ
- Ака, 6-мĕшĕ — Геолог кунĕ
- Ака, 7-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунĕ
- Ака, 12-мĕшĕ — Космонавтика кунĕ, пĕтĕм тĕнчери авиаципе космонавтика кунĕ
- Ака, 13-мĕшĕ — Çĕр-шывăн сывлăш хӳтлĕх çарĕсен кунĕ
- Ака, 18-мĕшĕ — Палăксемпе историри паллă вырăнсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ
- Ака, 24-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен пĕр шухăшлăх кунĕ
- Ака, 25-мĕшĕ — Чăваш чĕлхи кунĕ
- Ака, 27-мĕшĕ — Тăванланнă хуласен пĕтĕм тĕнчери кунĕ
- Ака, 29-мĕшĕ — Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ
- Ака, 30-мĕшĕ — Пушар хуралĕн кунĕ
- Çу, 1-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери ĕç çыннисен пĕр шухăшлăх кунĕ
- Çу, 1–2-мĕшĕ — Раççейри Çуркуннепе Ĕçлев уявĕ
- Çу, 3-мĕшĕ — Пичет ирĕклĕхĕн пĕтĕм тĕнчери кунĕ
- Çу, 7-мĕшĕ — Радио кунĕ, мĕнпур çыхăну ĕçченĕсен уявĕ
- Çу, 8-мĕшĕ — Хĕрлĕ хĕреспе хĕрлĕ çур уйăхăн пĕтĕм тĕнчери кунĕ
- Çу, 9-мĕшĕ — Çĕнтерӳ кунĕ
- Çу, 15-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ
- Çу, 18-мĕшĕ — ЕИДП-па вилнесене асăнмалли пĕтĕм тĕнчери кун, пĕтĕм тĕнчери музейсен кунĕ
- Çу, 24-мĕшĕ — Славян çырулăхĕпе культурин кунĕ
- Юлашки вырсарни кун — Химик кунĕ
- Çу, 27-мĕшĕ — Пĕтĕм Раççейри вулавăшсен кунĕ
- Çу, 28-мĕшĕ — Чикĕ хуралçин кунĕ
- Çĕртме, 1-мĕшĕ — Ачасене хӳтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун
- Çĕртме, 5-мĕшĕ — Тавралăха сыхламалли пĕтĕм тĕнчери кун
- Çĕртме, 8-мĕшĕ — Пир-авăр тата çăмăл промăçлăх ĕçченĕсен кунĕ, социаллă ĕçчен кунĕ
- Çĕртме, 12-мĕшĕ — Раççей Федерацийĕн патшалăх суверенитечĕ çинчен Деклараци йышăннă кун
- Çĕртме, 15-мĕшĕ — Медицина ĕçченĕн кунĕ
- Çĕртме, 22-мĕшĕ — Асăнупа кульану кунĕ
- Çĕртме, 24-мĕшĕ — Республика кунĕ (Чăваш Ен)
- Çĕртме, 27-мĕшĕ — Раççейри çамрăксен кунĕ
- Юлашки шăмат кун — Изобретательпе рационализатор кунĕ
- Пĕрремĕш шăмат кун — Кооперативсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ
- Пĕрремĕш вырсарни кун — Тинĕс тата юхан шыв флочĕн ĕçченĕсен кунĕ
- Иккĕмĕш вырсарни кун — Пулăçă кунĕ, Раççей почтин кунĕ
- Виççĕмĕш вырсарни кун — Металлург кунĕ
- Тăваттăмĕш вырсарни кун — Суту-илӳ ĕçченĕн кунĕ
- Юлашки вырсарни кун — Тинĕс çар флочĕн кунĕ
- Çурла, 2-мĕшĕ — Сывлăш десант çарĕсен кунĕ
- Пĕрремĕш вырсарни кун — Чукун çул ĕçченĕн кунĕ
- Çурла, 6-мĕшĕ — Раççей Федерацийĕн чукун çул çарĕсен кунĕ
- Иккĕмĕш шăмат кун — Физкультурник кунĕ
- Иккĕмĕш вырсарни кун — Строитель кунĕ
- Çурла, 12-мĕшĕ — Сывлăш çар вăйĕсен кунĕ
- Виççĕмĕш вырсарни кун — Раççей сывлăш флочĕн кунĕ
- Çурла, 22-мĕшĕ — Раççей Федерацийĕн Патшалăх Ялавĕн кунĕ
- Çурла, 27-мĕшĕ — Кино кунĕ
- Юлашки вырсарни кун — Шахтăçă кунĕ
- Авăн, 1-мĕшĕ — Пĕлӳ кунĕ, пĕтĕм тĕнчери тăнăçлăх кунĕ
- Авăн, 2-мĕшĕ — Раççей гвардийĕн кунĕ
- Пĕрремĕш вырсарни кун — Нефтьпе газ промăçлăх ĕçченĕсен кунĕ
- Авăн, 8-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери журналистсен пĕр шухăшлăх кунĕ
- Иккĕмĕш вырсарни кун — Танкçăсен кунĕ
- Виççĕмĕш вырсарни кун — Вăрман ĕçченĕсен кунĕ
- Авăн, 27-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери туризм кунĕ
- Юлашки вырсарни кун — Машиностроитель кунĕ
- Юпа, 1-мĕшĕ — Вăта çынсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ, Раççей Федерацийĕнчи вăта çынсен кунĕ, пĕтĕм тĕнчери мусăк кунĕ
- Юпа, 4-мĕшĕ — Космос çарĕсен кунĕ
- Юпа, 5-мĕшĕ — Вĕрентекен кунĕ
- Пĕрремĕш тунти кун — Пĕтĕм тĕнчери архитектура кунĕ
- Юпа, 9-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери çыру кунĕ[çăлкуç?]
- Иккĕмĕш вырсарни кун — Ял хуçалăхĕпе продукт тăвакан промăслăх ĕçченĕн кунĕ
- Виççĕмĕш вырсарни кун — Çул-йĕр хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ
- Юпа, 24-мĕшĕ — Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн кунĕ
- Юпа, 25-мĕшĕ — Раççей Федерацийĕн таможня ĕçченĕн кунĕ
- Юлашки вырсарни кун — Автомобиль транспорчĕн ĕçченĕсен кунĕ
- Юпа, 30-мĕшĕ — Раççейре политикăшăн айăпласа вĕлернисене асăнмалли кун
- Чӳк, 7-мĕшĕ — Килĕшӳпе çураçу кунĕ
- Чӳк, 10-мĕшĕ — Милици кунĕ, пĕтĕм тĕнчери çамрăксен кунĕ
- Виççĕмĕш вырсарни кун — Ракетăллă çарсемпе артиллери кунĕ
- Чӳк, 16-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери чăтăмлăх кунĕ
- Чӳк, 17-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери студентсен кунĕ
- Чӳк, 21-мĕшĕ — Раççей Федерацийĕнчи налук органĕсен ĕçченĕн кунĕ
- Юлашки вырсарни кун — Аннемĕр кунĕ
- Раштав, 1-мĕшĕ — ЕИДП-па кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун
- Раштав, 3-мĕшĕ — Чăлахсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ
- Раштав, 7-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери гражданла авиаци кунĕ
- Раштав, 10-мĕшĕ — Этем прависен кунĕ
- Раштав, 12-мĕшĕ — Раççей Федерацийĕн Конституци кунĕ
- Раштав, 17-мĕшĕ — Стратеги тĕллевĕллĕ ракетăллă çарсен кунĕ
- Раштав, 20-мĕшĕ — Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăх органĕсен ĕçченĕн кунĕ
- Раштав, 22-мĕшĕ — Энергетик кунĕ
- Раштав, 27-мĕшĕ — Раççей Федерацийĕн çăлавçин кунĕ
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Скворцов М. И. Уявсемпе асăмлăх кунĕсем // Социаллă сăмахлăхăн вырăсла-чăвашла словарĕ = Русско-чувашский словарь социальной лексики. — Шуп.: Чăваш кĕнеке издательстви, 2004. — 222 с. — ISBN 5-7670-1304-7