Раççей Федерацин ТÇФ Каспи флотилийĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Каспи флотилийĕРаççейĕн Каспи тинĕсĕнчи çар флотилийĕ, кану вырăнĕ (база) Аçтăрхан хулинче. Флотили шутĕнче темиçе бригадăсемпе дивизионсем, авиаци, çыранри çарсем. Артиллери катерĕсен бригадин базисем Махачкалапа Каспийск хулисенче.

  • Флотпуçĕ: вице-адмирал Юрий Владимирович Старцев
  • Флагман: сыхлав карапĕ «Тутарстан»
  • Флотилин ытти карапĕчĕсем: артиллериллĕ карап «Аçтăрхан», тральщик «Магомед Гаджиев», ракетăллă катер «Ступинец», пĕчĕк гидрографи карапĕ «ГС-301»

Функцисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Терроризмпа тĕн экстремисăмне хирĕçлĕ кĕрешӳ.
  • Браконьерсене чарак лартасси.
  • Сутă-илĕве сыхласси.
  • Раççей нефть управĕсене сыхласси.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 1722 çулхи чӳк, 4 уйăхĕнче Пётр I никĕсленĕ.
  • 1796 çулта вырăс çарĕсем Дербентпа Баку хулисене çĕнтерсе илнĕ çапăçусене хутшăннă.
  • 1813 çулта, Гюлистан килĕшӳ хучĕ çырнă хыççăн, Раççей Каспи тинĕсĕнче пĕртен-пĕр çар флочĕ тытма ирĕк илнĕ.
  • 18671992 çулсенче флотилин кану вырăнĕ Баку хулинче пулнă.
  • 1918 çулта, Баку хулине акăлчансем туртса илсен, флотилин пĕр пай карапне тыткăна илнĕ, ыттийĕ Петровск портне (Махачкала) куçнă.
  • 1920 флотили Бакуна таврăннă.
  • 1941 çулхи çурла, 24 — 26 флотили десант операцине хутшăннă, Ирана десант антарса хăварнă.
  • 1992 çулта флотилине СНГ каспи патшалăхĕсем пайланă.

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]