Раççей империйĕ (Суворов атоллĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Империн ялавĕ

Раççей империйĕ2011çулта Антон Баков Раççей мĕльюнçи[мĕн ку?] пĕлтернĕ тĕнчере йышăнман (виртуаллă)[«Тĕнчере йышанман» е «виртуаллă»?] патшалăх[çăлкуç кирлĕ]. Лăпкă океанăн кантăр пайĕнчи Суворов атоллĕнче вырнаçнă, малтан Кук утравĕсен шутне кĕнĕ[çăлкуç кирлĕ].

Йĕркеленин кунçулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сылтăмри вăйсен пĕрлешĕвĕ (СВП) федераци канашĕн пайташĕ, Патшалăх Думин экс-депутачĕ Антон Баков Кук утравĕсен правительствинчен 1814 çулта вырăс тĕпчевçи Михаил Лазарев уçнă этем пурăнман Суворов аттолне сутăн илнĕ. 2011 çулхи утăн 20-мĕшĕнче Баков, пĕр ĕмĕтлĕ пиллĕк çынпа ăна тепĕр хут чĕрĕлнĕ Раççей империн — ирĕклĕ патшалăхăн çĕре-шывĕ, Аслă Петĕр патшалăхĕн пĕртен-пĕр право несĕлĕ пулать тесе пĕлтернĕ[1][2] Патшалăх çуралнине мăнаçлăн «Кăнтăр хĕресĕ» карапĕ çинче хыпарланă. Авăнăн 1-мĕшĕнче çакăн пирки тĕплĕнех «Известия» хаçатăн тетелри сайтенче çырнă[2], ун хыççăнах çак пулăм пирки вырăс чĕлхиллĕ тата хăшпĕр ютçĕр МИХĕсем пĕлтернĕ[3].

Гражданлăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Патшалăх гражданĕ пулма Раççей империне малтан кĕнĕ — Азербайджана, Эрмени, Беларуç, Грузи, Казахстан, Киргизи, Латви, Литва, Молдави, Польша, Раççей Федерацийĕ, Таджикистан, Туркменистан, Узбекистан, Украина, Финлянди, Эстони — республикисен кирек епле гражданинĕ пулма ыйтса çырма пултарать. Урăх çĕр-шывсенчи çынсенчен ыйтса çырнисене уйрăм йĕркепе пăхса тухаççĕ.

Территори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Атолл картти

Çĕнĕ Раççей Империн çĕр лаптăкĕ пурĕпе 168 гектар. Атолл йышне 40 пĕчĕк утрав кĕрет. Хăватлă шторм çапсан ăна пĕтĕмпех (юлашки ăстрăм 1946 çулта) шыв илет. Пĕрмай пурăнан халăх çук[1][2].

Çĕнĕ Раççей Империн конституцин 2-мĕш статьйин I пайĕпе килĕшӳллĕ, Суворов атоллĕсĕр пуçне вырăс тинĕс çӳревçисем уçнă тепĕр 16 çĕре хапсăнать:

  1. Континент Антарктида (1959 çулхи раштав, 1 алă пусса çирĕплетнĕ, 1961 çулхи çĕртме, 23 вăя кĕнĕ Антарктика конвенципе, Антарктида пĕр патшалăх шутне те кĕмест)
  2. Беллинсгаузен атоллĕ Пĕрлĕх Утравĕсем архипелагăн Çил çапнă утравĕсем (Франци Полинезин шутĕнче)
  3. Бикини атоллĕ (Эшшольц) Маршалл утравĕсем Маршалл Утравĕсен пăхăнăвĕнче)
  4. Атолл Восток (Лайн утравĕсем — Кирибати пăхăнăвĕнче)
  5. Атолл Така (Суворов) Маршалл утравĕсем Маршалл Утравĕсен пăхăнăвĕнче)
  6. Атолл Туанаке, Раççейсен утравĕсем йышĕнче (Франци Полинезин шутĕнче)
  7. Хити утравĕ, Раççейсен утравĕсем йышĕнче (Франци Полинезин шутĕнче)
  8. Эрикуб (Чичаговăн) атоллĕ (Маршалл утравĕсем Маршалл Утравĕсен пăхăнăвĕнче)
  9. Çурçĕр Бородино утравĕ (Японие кĕрет)
  10. Кăнтăр Бородино утравĕ (Японие кĕрет)
  11. Высокий (утрав, (Кăнтăр Сандвич утравĕсем — Аслă Британи пăхăнăвĕнче, Аргентина хапсăнать)
  12. Заводовский утрав (Кăнтăр Сандвич утравĕсем — Аслă Британи пăхăнăвĕнче, Аргентина хапсăнать)
  13. Лесков утравĕ (Кăнтăр Сандвич утравĕсем — Аслă Британин пăхăнăвĕнче, Аргентина хапсăнать)
  14. Лисянскин утравĕ, (Гавай утравĕсем шутĕнче — АПШ пăхăнăвĕнче)
  15. Панафидин утравĕ (Торисима, Японие кĕрет)
  16. Петĕр I утравĕ (Норвеги хапсăнать)

Символика[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Патшалăх гербĕнче икĕ пуçлă ăмăрт кайăк вырнаçтарнă; урисенче çурлапа мăлатук[1][2]. Империн официаллă ялавĕ — Энтри элемĕ.

Тĕп хула — малашне тăвас — Суворов хула пулать.

Тĕп хула — Суворов, унăн никĕсне атоллăн лагунинче хума йышăннă[4] Хула пуçлăхĕн ĕç вырăнне вăхăтлăха Шульгатый Андрей Александровича лартнă.

Патшалăхăн политика тытăмлăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

А. А. Баков
  • Председатель — Баков Антон Алексеевич
  • Патшалăх секретарĕ — Матвеев Андрей Александрович
  • Финансă министрĕ — Игнатова Татьяна Николаевна
  • Натурализаци министрĕ — Байтальская Ольга Васильевна
  • Информаци министрĕ — Матюхин Сергей Львович
  • Транспортпа çыхăну министрĕ — Страсс Михаил Леонтьевич

Раççей империйĕ федераци тытăмлăхĕпе чăмăртаннă конституциллĕ монархи шутланать. 2011 çулхи утăн 20-мĕшĕнче йышăннă конституци ĕçлет, вăл преамбулăпа пуçланать, 9 уйрăма кĕртнĕ 158 статьярăн тыăнса тăрать. Патшалах пуçлăхĕ — Император, унăн ĕç вырăнне Романов ăрăвĕнчи çынна кăна лартма юрать. Император кăларакан ытларахăш актнке контрасигнатура тăваççĕ. Императора суйличчен унăн ĕçĕсене патшалăх йĕркелевçи Антон Баков Министрсен канашĕн председателĕ пулса тытса пырать.[1][2]. Министрсен канашĕн хушăвĕсене йышăну ĕлкипе хатĕрлесе кăларăççĕ. Хальхи вăхăта Министрсен канашĕн йышĕ çапла пулать[5].

Саккун тăвакан влаçа Импери палатисем туса пыраççĕ, вĕсен шутĕнче Раççей империн патшалăх канашĕ тата Правительство Сеначĕ. Патшалăх канашĕнче пĕтĕм халăх вăрттăн 4 çуллăха суйланă 500 депутат пулмалла. Сенатра вăрттăн 5 çуллăха суйланă 34 сенатор пулмалла, кашни регионран иккĕ çын. Министрсен канашĕн 11 № (19.08.2011) йышăнăвĕпе иккĕ палатине суйлава ирттерме 2012 çулхи çурлан 31-мĕшĕнче палăртнă. Конституци суче Аслă суд инстанцийĕ шутланать.

Вырăс чĕлхи Империн официаллă чĕлхи шутланать.

Хĕçпăшаллă вăйсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2011 çулхи çурлан 19-мĕшĕнчи 7 № Йышăнăвĕпе МОО «Школа следопытов и мореходов» йĕркеленĕ. Конституцин 153-мĕш статьипе килĕшӳллĕ, ютçĕр çарĕсене патшалăх хĕсметне кĕртмеççĕ. Конституцин 141-мĕш статьипе килĕшӳллĕ, мĕнпур Хĕçпăшаллă Вăйсене Император тытса тăрать, вăлах вăрçă лару-тăрăвне кĕртет, ăна пăрахăçлать.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1, 2, 3 тата 4 Возрождена Российская империя. // Газета Бабр. Тĕрĕсленĕ 4 Авӑн уйӑхӗн 2011. Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>: название «babr» определено несколько раз для различного содержимого
  2. ^ 1, 2, 3, 4 тата 5 Друг Немцова воссоздал Российскую империю на островке в 168 га. // izvestia.ru. Тĕрĕсленĕ 4 Авӑн уйӑхӗн 2011. Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>: название «izvestia» определено несколько раз для различного содержимого
  3. ^ Miliardario russo «rifonda l’impero» nel Pacifico 2011 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ Постановление Совета министров № 6 от 23 июля 2011 г. 2011 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
  5. ^ Постановление совета министров Российской империи № 12. Тĕрĕсленĕ 9 Авӑн уйӑхӗн 2011.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]