Релком
Релком (çаплах РЕЛКОМ, акăлч. Relcom, RELCOM, Reliable Communications — «шанчăклă коммуникацисем») — пĕрремĕш совет тата раççей компьютер эрешĕ, ăна тунипе Совет Союзĕнче Тетел çуралать, кайран Рунет никĕсленет
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ӗçлеме 1990 çулхи çулла Мускаври Атом энергин И. В. Курчатов ячĕллĕ институтра, аналоглă телефон модемĕсем витĕр (электронлă почтăн UUCP протоколĕпе) Мускаври, Ленинградри тата Çĕн Çĕпĕрти ăслăлăх институчĕсемпе центрĕсенчи компьютерсене çыхăнтарнă.[1] Программистсен «Демос» (кĕçех вăл пĕрремĕш раççей тетел-провайдерĕ пулса тăрать) кооперативĕпе пĕрле ĕçленĕ.
1990 çулхи çурла, 28 пĕеремĕш чикĕ лешьенчи компьютерпа (Хельсинки университечĕ) çыхăннă. Çав çултиех авăнăн 19-мĕшĕнче «Релком» тата «Демос» Совет Союзĕнче çӳлти шайри .su домена регистăра кĕртеççĕ. Кулленех информаципе (ытларах Usenet конференцире) усă курма тытăнаççĕ, эреш ăшне ытти совет хулисем хутшăнаççĕ. 1991 çулхи çурла уйăхĕнче EUnet европа эрешне кĕнĕ «Релком», КГБ совет МХХ-ене чаракланă пулсан та, пĕр чăрмавсăрах тĕнчери этемлĕхе «Август пăтăрмахĕ» пирки хыпарласа тăрать.[2]
1992 çулхи çĕртме, 1 «Релком» акционерсен этем пĕрлĕхне никĕсленĕ, унăн бенифициарĕсем: РĂЦ «Курчатов институчĕ», «РТСБ», «Ринако», «Технобанк» тата ытти йĕркелӳсем. А. А. Солдатов АО «Релком» президенчĕ пулса тăрать. Директорсен канашĕпе Правленине ăслăх, информатика, бизнес ăстаçисем кĕнĕ.
Халĕ «Релком» провайдер евĕр ĕçлет, тетеле коммерцилле кĕме пулăшать.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ История Интернета в России: Хронология 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ История Релком 2011 ҫулхи Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сайт «Релком» 2014 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.