Ркаил Зайдулла
Ркаил Зайдулла | |
[[File:|220px]] | |
Çуралнă вăхăт: | 1962 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕ |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Чĕчкен ялĕ, Чăваш республики (халĕ те Комсомольски районĕ, Чăваш Ен) |
Ĕçлев тĕсĕ: | тутар çыравçи (сăвăçĕ, прозăçи, публицисчĕ), пĕрлĕх тата патшалăх ĕçлевçи. Çавăн пекех вĕрентевçĕ, çурттăвăмçăсен бригадирĕ, платник т.ыт. те пулса ĕçленĕ |
Ркаил Зайдулла (тут. Ркаил Зәйдулла, паспортра: Ркаил Рафаил улы Зәйдуллин, Ркаил Рафаилович Зайдуллин), (1962 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕ Чăваш Енĕн Комсомольски районĕнчи Чĕчкен ялĕ) — прозăçă, сăвăçă, публицист. Тутар çыравçи. Муса Джалиль ячĕллĕ (1990) тата Габдулла Тукай ячĕллĕ (2010) премисен лауреачĕ. Тутарстан патшалăх Канашĕн депутачĕ.
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1962-мĕш çулхи январĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Комсомольски районĕнчи Чĕчкен ялĕнче çуралнă.
Хусанта тутарла тата вырăсла тухса тăракан "Идел" — "Идель" журнала никĕслекенсенчен пĕри теме пулать. 1989-2009-мĕш çулсенче асăннă журналăн тĕп редакторĕ пулнă. 2009-мĕш çултанпа — Тутарстан çыравçисен пĕрлĕхĕн консультанчĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Поэзи кĕнекисем:
- «Кояшлы күзләр» (Хĕвеллĕ куçсем, 1984)
- «Күрәзә» (Умкурав, 1988)
- «Урыс кышык озату» (Вырăс хĕлне ăсатни, 1993)
Пьесăсем: «Саташкан сандугач» (Аташнă шăпчăк)
Каланă уйрăм шухăшĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш чĕлхи пирки[1]
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Сам я родился в Чувашии, 18 лет жил там, и хотя я не изучал чувашский язык (сейчас в моей деревне преподают чувашский язык как государственный), я знаю чувашский язык до сих пор. С интересом читаю новинки чувашский литературы и чувствую себя комфортно, горжусь, что знаю чувашский язык. На моей малой родине все татары знают чувашский язык, а чуваши татарский, и прекрасно себя чувствуют. Надо интересоваться друг другом, знать культуру соседа — это прекрасно.<Куçару: Эп хам Чăваш Енре çуралнă, 18 çул унта пурăннă, <шкулта> чăвашла вĕренмен пулин те (халĕ ман ялта ăна патшалăх чĕлхи пек вĕрентеççĕ), чăваш чĕлхине паянхи кунчченех пĕлетĕп. Кăсăкланса чăваш литературин çĕнĕлĕхĕсемпе паллашатăп тата хама хăтлă туятăп, чăваш чĕлхине пĕлнипе мăнаçланатăп. Манăн енре мĕнпур тутарсем чăваш чĕлхине пĕлеççĕ, чăвашсем — тутарла, çапла вара хăйсене пит аван туяççĕ. Пĕр-пĕринпе кăсăкланас пулать, кÿршĕн культурине пĕлмелле — çакă питĕ шеп.>
Çеçпĕл Мишши пирки[2]
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)07,03,2017 22:11 А Сеспель Мишши? И у венгров, по моему, так. Сначала фамилия, потом собственное имя. Такой порядок характерен и для корейцев и японцев.<Куçару: 07,03,2017 22:11 Çеçпĕл Мишши вара? Венгрсен те, ман шутпа, çапла. Малтан хушамат, кайран харпăр ят. Кун пек йĕрке корейсемшĕн те, яппунсемшĕн те курăмлă.>
Тĕрлĕ пĕрлĕхлĕ акцисене хутшăнни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- В.В.Путинран тутар чĕлхине хÿтĕлеме ыйтса çырнă Уççыру айне алă пусни[3].
- Тутартан Президентĕнчен "Азатлык" пĕрлĕхĕн ертÿçине Наиль Набиуллина йĕрлеме пăрахма ыйтса алă пусни[4].
- Тутар чĕлхине Тутарстанта патшалăх тăвакан халăхăн чĕлхи теме ыйтнă[5].
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Алексеев В.Н. ЗАЙДУЛЛА. Электронла чăваш энциклопедири статья.
- Миңнуллин Т. Шигырь язарга өйрәтәм // Казан утлары. — 1983. — № 5. — 173–175 б.
- Гыйльманов Г. «Күрәзә» // Соц. Татарстан. — 1988. — 12 авг.
- Корбан Р. Күрәзәче // Шәһри Казан. — 1990. — 26 окт.
- Рәшитов Ә. Безнең буын шулай яначакмы? — Китапта: Иман яңартканда. — Казан: Татар. кит. нәшр., 1991.
- Шәмси С. Ил гаме // Идел. — 2000. — № 4. — 37 б.
- Заһидуллина Д. Тәңре кылычы кайчан иңә? // Мәдәни җомга. — 2000. — 18 июль.
- Сафина Н. Ил турында «Ил» китабы // Казан утлары. — 2000. — № 12. — 140–144 б.
- Хуҗәхмәт Ф. Сандугачлар саташмасын // Мәдәни җомга. — 2001. — 22 июль.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Гульназ Бадретдин, Наталья Голобурдова. «Татарский язык – это последняя Сталинградская битва за суверенитет». Энгель Фаттахов заранее сказал Юрию Чайке твердое нет: татарский язык остается обязательным для всех предметом в школах республики.
- ^ эрсубай янгаров. Праски Витти: "Страх в нас влили" (Комментарисене пăхăр)
- ^ Владимира Путина призывают защитить татарский язык.
- ^ СЕНТЯБРЬ 29, 2017 Минниханова просят прекратить преследование лидера Союза татарской молодёжи "Азатлык"
- ^ Татарский язык предложили признать языком государствообразующего народа Татарстана