Румын Википедийĕ
Румы́н Википе́дийĕ (рум. Wikipedia română, румын чĕлхиллĕ Википеди, рум. Wikipedia în limbă română) — румын чĕлхиллĕ Википеди уйрăмĕ. 203 çулхи утăн 12-мĕшĕнче хута янă. 2016 çулхи пушăн 11-мĕшĕ тĕлне статья шучĕпе Википеди уйрăмĕсем хушшинче 25-мĕш вырăна йышăнать.[1]
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕрремĕш статьясене 2003 çулхи утă уйăхĕнче кĕртнĕ, тĕп страницăн пĕрремĕш версине — утăн 12-мĕшĕнче[2]. Малтан пичĕ акăлчанла пулнă, румынла ăна Богдан Стэнческу (Gutza), администратор правине илсенех куçарнă[3].
Уйрăм тӳрех аталанма тытăнать: 2006 çулхи юпан 26-мĕшĕнче[4], раштавăн 5-мĕшĕнче — 2000-мĕш, раштавăн 20-мĕшĕнче — 2500-мĕш, раштавăн 31-мĕшĕнче — 3000-мĕш 1000-мĕш статьяна тунă[5]. Çапла, уйрăм 16-мĕш вырăна çĕнтерсе илнĕ.
Богдан Стэнческу çаплах тетелпе ĕçлеме пултаракан румын университечĕсемпе, Румын академипе çĕнĕ хутшăнакансене явăçтарас тĕллевпе çыхăнусене йĕркеленĕ. Унăн тăрăшăвне румын МИХ асăрханă[6][7].
10 000-мĕш статьяна 2004 çулхи раштавăн 13-мĕшĕнче, 50 000-мĕшне — 2007 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче çырса кĕртнĕ.
2004 çулхи ака уйăхĕнче румын Википедине хутшăнакансем арумын чĕлхиллĕ уйрăма йĕркелесе яма пулăшнă.
2004 çулхи раштав уйăхĕнче румын Википедине хутшăнакансем Викимедиа фончĕн вырăнти уйрăмне — Asociația Wikimedia România — йĕркелеме шутланă.
- кăрлач, 11 - 2008 — 100 000 статья.
- çурла, 5 - 2012 — 200 000 статья.
- утă, 25 - 2014 — 250 000 статья.
- ака, 13 - 2015 - 300 000 статья.
Статистика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2024 Раштав уйӑхӗн 30 тĕлне Википедин румын уйрăмĕнче 501 981 статья пулнă, çак параметр тĕлĕшпе вăл 25 позицие йышăннă.[1] Уйрăмра 671 317 хутшăнакана регистрациленĕ, вĕсенчен 2990 юлашки 30 хушшинче епле те пулин ĕç тунă, 16 хутшăнаканăн администратор статусĕ пур. Пурĕпе 16 669 859 тӳрлетнĕ.
Молдаван версийĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Википедин молдаван версийĕ пур, ăна ытти чылай уйрăм тунă чухне чухăммăн кĕртсе янă, чĕлхе тĕлĕпе хăйĕн уйрăм код ISO 639 (mo/mol) пулнă, ăна ISO 2008 çулхи чӳк уйăхĕнче кивелнĕ тенĕ[8]. Малтан молдаван уйрăмĕ румын википедине каçаракан портал евĕр ĕçленĕ, анчах тепĕртакран кириллицăпа çырнă статьясене кĕртме тытăннă. 2006 çулхи раштав уйăхĕнче начар хастарлăха пула «уйрăма шăнтарнă». Çав саманта 401 статья пулнă. Статья шучĕпе 2014 çулхи çĕртмен 1-мĕшĕнче вăл 251-мĕш вырăнта[9]. Молдаван Википедине вулама пулать, редакцилеме Википедири стюардсем (Паӂина принчипалэ) пултараççĕ.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1 тата 2 List of Wikipedias
- ^ https://ro.wikipedia.org/w/index.php?title=Pagina_principală&offset=20030722114411&limit=20&action=history
- ^ International Wiki mailing list
- ^ meta:Wikimedia News/2003#October 2003
- ^ meta:Wikimedia News/2003#December 2003
- ^ Шаблон:Ro icon Acasă.ro, 2004, раштав, 16: Enciclopedie gratis pe Internet, în română(ĕçлемен каçă)
- ^ Шаблон:Ro icon Bănăţeanul, 24 июля 2004: Informaţie la click 2008 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ ISO 639-2 Language Code List — Codes for the representation of names of languages (Library of Congress)
- ^ meta:List of Wikipedias
100 пин статья ытларах Википедисен уйрăмĕсем |
||
---|---|---|
5 000 000+ | ||
1 000 000+ | ||
500 000+ | ||
250 000+ | ||
100 000+ |
Словак (sk) • Кăнтăр азербайджан (azb) • Узбек (uz) • Эстон (et) • Казах (kk) • Белорус (be) • Ансат акăлчан (simple) • Минангкабау (min) • Грек (el) • Хорват (hr) • Литва (lt) • Галиси (gl) • Азербайджан (az) • Урду (ur) • Словен (sl) • Грузин (ka) • Ладин (lld) • Çĕнĕ норвег (нюнор) (nn) • Хинди (hi) • Тай (th) • Тамил (ta) • Бенгал (bn) • Латин (la) • Македон (mk) • Кантон (zh-yue) • Астурлеон (ast) • Латыш (lv) • Таджик (tg) • Африкаанс (af) • Бирма (my) | |
Уйрăмсен тулли ят-йышĕ • 1000 — 10 000 статья • 10 000 — 100 000 статья |
Роман Википедисем |
|
---|---|
Галл-роман | |
Итал-роман | |
Ибер-роман | |
Окситан-роман | |
Рет-роман |