Вырăс Википедийĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Вырăс Википедийĕ
Вырăс Википеди логотипĕ
Тĕп страницăн скриншочĕ
URL: ru.wikipedia.org
Сайт тĕсĕ: Эреш энциклопедийĕ
Регистраци: Кирлех мар
Чĕлхе(сем): вырăс
Харпăрçă: Фонд Викимедиа
Ĕçе пуçланă: 2001 çулхи çу, 11
Хальхи статус: Ӗçлет, аталанса пырать
Логотип Викисклада Вырăс Википедийĕ Викиампарта

2001

Вырăс Википе́дийĕ. Официаллă ячĕ пирки консенсус çук, çавăнпа та тĕрлĕ вариантсемпе усă кураççĕ. Вулăр: Википеди:Ыйтнисем/Вырăс уйрăмĕн ячĕ. Çак вариантсем: вырăс «Википедийĕ», «Вырăс Википедийĕ», Вырăс чĕлхиллĕ Википеди, Википедин вырăс чĕлхиллĕ уйрăмĕ, РуВика, РуВики, ru-wiki.</ref>[1]Википедин —ирĕклĕ0 энциклопедин— вырăс уйрăмĕ. Халĕ унта статья йышĕ 52 629. Уйрăм статья шучĕпе вуннăмĕш вырăн йышăнать. «Вырăс» ят (çакăн пекех урăх чĕлхе ячĕсем те — Акăлчан Википедийĕ, Франци Википедийĕ т.ур.) этноса е патшалăха мар,статьяна çырнă чĕлхене кăтартать.

2009 çулхи юпа уйăхĕнче Википедин Яндекс.Каталогра ЦТИ 31 000 танлашнă, вăл вара Рунет сайчĕсем хушшинче 9-мĕш вырăна тухать[2]. alexa.com статистикипе Википедин вырăс уйрăмĕ пиллĕкĕмĕш-улттăмĕш вырăнта пулать (франци википедипе пĕрле; акăлчан, япун, нимĕç тата испан хыççăн), Википедине кĕрекенсен 3,5 % йышĕ вырăс викине керсе тухать[3].

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вырăс Википедийĕ пĕрремĕш вуннăра

Тытăм[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Аппарат хатĕрлĕхĕ. Вырăс уйрăмĕ Википедин ытти пайĕсемпе пĕрле темиçе çĕртен тытăнса тăракан сервер кластерĕнче ĕçлет. Тĕплĕнрех meta:Hardware (акăлч.) вулăр.

Программа хатĕрлĕхĕ. MediaWiki движокпа усă кураççĕ. Усă курнакан MediaWiki вермипе унăн саралăвĕсем пирки çакăнта пĕлме юрать.

Ăшлăхĕ. Статьясен массивĕ (52 629), ятарстраницăсен массивĕ.

Статья тематики[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2009 çулхи çĕртме, 16 тĕлне тематикăпа чи нумай статьяллисем[5]:

  • Çынсем — 79 пинрен ытла;
  • Пурăну вырăнĕсем — 64 пин ытла;
  • Фильмсем — 13 пине яхăн;
  • NGC объекчĕсем — 7,8 пине яхăн.
  • Галактикăсем — 6 пине яхăн.

Хутшăнакансем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хутшăнакансен географийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2007 çулхи юпа уйăхĕн хыпарĕпе вырăс Википедине хутшăнакансем (хăйсем кăтартнă информаципе) 30 ытла патшалăхра пурăнаççĕ.

Паллах, чылайăшĕ Раççейрен. Шĕкĕр хуласенче йышĕ темиçе çĕр: 800 хутшăнакан хăйне Мускавран хутшăнакансем, 400 ытла — Санкт-Петербургран хутшăнакансем. Украина, Германи, Израиль тата АПШ патшалăхĕсенче кашнинче, 50—150 вырăс Википедине хутшанакан пулать.

Викитĕлпулусем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Википедин хăш хутшăнакĕнĕсем викитĕлпулусенче куçа-куçăн курса та калаçаççĕ. Пĕрремĕш хут Вырăс Википедине хутшăнакансем 2005 çулхи çăвăн 1-мĕшĕнче Санкт-Петербургра тĕл пулса тĕрле ыйтăва сӳтсе явнă.

Парнесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Рунет парни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вырăс Википедин логотипĕ Рунет парнине тивĕçнĕ хыççăн

РОТОР тата РОТОР++[тӳрлет | кодне тӳрлет]

РОТОР эреш конкурсĕ, унăн уйрăмлăхĕ — проекта номинацие кĕртме тата уншăн сасăлама Рунетăн (ЕЖЕ пĕрлĕхĕн пайташĕсем) паллă ĕçченĕсем çеç хутшăнма пултараççĕ.

  • РОТОР-2009 (2009, çу). Вырăс Википедийĕ «Çулăн ăслăх-пĕлӳлĕх сайчĕ» номинацинче çĕнтерет, вырăс Википедин редакторĕсем «Çулăн редакторĕ» номинацинче II-мĕш вырăна тухаççĕ. Çаплах ăмăртăва Викитека тата Викисклад проекчĕсем хутшăннă.[6]
  • РОТОР-2008 (2008, çу). Вырăс Википедийĕ «Çулăн тетел-этем пĕрлĕхĕ» номинацире çĕнтерет, «Çулăн ăслăх-пĕлӳлĕх сайчĕ» номинацинче тăваттăмĕш хут II-мĕш вырăна тухать, пĕрремĕш вырăна «Элементы.ру» проект тухать.[7]
  • РОТОР-2007 (2007, пуш). Вырăс Википедийĕ икĕ чыслă иккĕмĕш вырăна йышăнать: «Çулăн тетел-этем пĕрлĕхĕ» номинацинче (Хабрахабр проект мала тухать) тата «Çулăн ăслăх-пĕлӳлĕх сайчĕ» номинацинче (пĕрремĕш — Вокруг света). Пурĕпе 220 ытла çын сасăланă. [8]
  • РОТОР-2006 (2006). Вырăс Википедийĕ «Çулăн ăслăх-пĕлӳлĕх сайчĕ» номинацинче иккĕмĕш вырăна, «Математика этюдĕсем» проекта мала ярса, йышăнать. Сасăлăва 141 çын хутшăннă.[9]
  • РОТОР++ (2005). Википедин «Çулăн ăслăх-пĕлӳлĕх сайчĕ» номинацинче иккĕмĕш вырăн, пĕрремĕшне «Элементы.ру» проекта иртерсе йышăннă[10].

Ылтăн сайт[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ылтăн сайт — пĕтĕм раççей уçă интернет-конкурс; 1998 çулта IBS, APC, Intel тата Microsoft IT-корпорацисем никĕс хунă.

  • Ылтăн сайт — 2007 (2007 çулхи раштав, 6). Вырăс Википедийĕ «Классика» номинацин лауреачĕ пулса тăрать[11].

Сумлă çăлкуçсем Вырăс Википедийĕ пирки[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Википеди сăмаха е ятне кавычкăпа хупма пултараççĕ. Пĕр енчен, пичет кăларăмĕсене, çав шутра энциклопедисене, кавычкăпа кăтартмала, тепĕр енчен — этем пĕрлĕх юхăмĕсен, этеплĕх йĕркелĕвĕсен ячĕсене кавычкăсăрах палăртаççĕ (А. Э. Мильчин, Л. К. Чельцова «Справочник издателя и автора», глава Названия (употребление прописных букв, кавычек; слитное, дефисное, раздельное написание) 2009 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.).
  2. ^ Яндекс. Каталог
  3. ^ alexa.com хыпарĕсем 2009 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ Jason Richey çырăвĕ wikipedia-l почтăпа ярса пани çу, 11 — 2001
  5. ^ Чи нумай каçăллă категорисем
  6. ^ РОТОР-2009
  7. ^ РОТОР-2008
  8. ^ РОТОР 2007
  9. ^ РОТОР 2006. Номинация «Научно-образовательный сайт года»
  10. ^ РОТОР++ 2005. Номинация «Научно-образовательный сайт года»
  11. ^ Итоги конурса «Золотой сайт 2007» 2014 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
  12. ^ «В Сети — удача. В центре имени Мейерхольда вручили „Премии Рунета“, „Российская газета“ — Центральный выпуск № 4529 от 28 ноября 2007: »Одним из лауреатов в ней стал русский раздел электронной библиотеки «Википедия».
  13. ^ «Майкла Джексона, возможно, нет в живых», опубликовано на сайте rg.ru 26 июня 2009: «Никакого официального подтверждения печальной новости пока нет, однако всемирная свободная энциклопедия Wikipedia (ее пишут и редактируют сами пользователи) уже обозначила сегодняшний день как дату смерти певца»
  14. ^ "В номинации «Государство и общество» «Премии Рунета — 2007» победили порталы «Вести.ру», «Известия.ру» и «Другие дети.ру», опубликовано на сайте rg.ru 28 ноября 2007: «Самыми „научными и образовательными“ были признаны сайты „Википедия.ру“, „Элементы.ру“ и сеть учителей Майкрософта.»

Çавăн пекех пăхар[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Вырăс универсал энциклопедисем