Контент патне куҫ

Сăрă йĕкехӳре

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Сăрă йĕкехӳре

Йĕкехӳре кĕлетки тăршшĕ 25 см яхăн, хӳри - 12 см. Йывăрăшĕпе çур килограма çитет. Ытларах чухне сăрăрах хăмăр тĕслĕ. Хырăм айĕ çутă кăвакрах. Хӳри çăмсăр, вĕтĕ хупăсемпе витĕннĕ. Йĕкехӳре этем пурнăçĕпе тачă çыхăннă. Пирĕн тăрăхра йĕкехӳресем пĕр ĕмĕр каялла кăна хытă ĕрчесе кайнă, çакна чукун çул хывнипе çыхăнтараççĕ. Этеме йĕкехӳре ытларах хĕллехи вăхăтра аптратать. Çулла çитсен нумай чухне юханшывсем хĕррине пурăнма куçать, мĕншĕн тесен йĕке хӳрене пурăнма шыв питĕ кирлĕ. Çав вăхăтрах апат-çимĕç тулăх пулсан пĕр вырăнта та пурăнма пултарать. Пытанса пурăнма йĕкехӳресем тĕрлĕрен шăтăк чаваççĕ, хăйсен йăвисенче йăхпа пурăнаççĕ. Йăхра йĕкехӳрсем 20-30 пуç таран пулаççĕ. Аçисем территори сыхлаççĕ. Апат енчен йĕкехӳре ниме те тиркемест - мĕн çиме юрăхлă пĕтĕмпех кăшлать (курăк вăрринчен пуçласа вилнĕ чĕрчунсем таранах). Ами çулталăкра 2-3 хут çăвăрлать. Йăвара 10 çăвăр таран пулать. Пурнăçĕ вĕсен 2 çултан мала пулмасть. Йĕкехӳре - этеме сиен кӳрекен чи паллă чĕрчун. Çулталăкра пĕр йĕкехӳре 20 килограмм ытла апат çиет. Тата пысăкрах сиен вара тĕрлĕ чир-чĕр сарнипе кӳрет. Çавна пулах этем унпа сĕм ĕлĕкренех кĕрешет, анчах та йĕкехӳрене пĕтерме çăмăл мар: çак кăшлакан чĕрчун темле йывăр условие те питĕ хăвăрт хăнăхса çитет, йышлă ĕрчет.

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]