Апат-çимĕç
Апат-çимĕç (çавăн пекех çимĕç е çиме) - питĕ кирлĕ япала. Тĕрĕс апата организм лайăх ирĕлтерсе йышăнать. Çавăнпа пĕрлех илемлĕ хатĕрлесе хунă тата тутлă шăршăллă апат çиес кăмăла çĕклет те, çын организмĕнче хырăмлăх сĕткенĕ ытларах тухма пуçлать.
Чĕрĕ организмсен апачĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Чĕрĕ организмсене апатланăвне кура икĕ ушкăна пайлама пулать: автотрофсем тата гетеротрофсем. Органикăлла мар япаласем - CO2, H2O тата ытти – автотрофлă организмсен (ӳсентăрансен) тĕп апачĕ шутланать. Фотоситез тата химоситез пулăшнипе органикăллă мар япаласене органикăллисене куçараççĕ: белок, çу, углевод. Çак виçĕ органикăллă япала вара гетеротрофлă организмсен ( хăш-пĕр ӳсентăрансен, чĕрчунсен, çынăн) тĕп апачĕ пулса тăраççĕ. Унсăр пуçне чĕрĕ чунсене витаминсем, тĕрлĕ кислотасемпе микроэлементсем кирлĕ.
Чĕрчунсене курăк çиекеннисем (ĕне, качака), ытларах аш-какайпа ӳсекеннисем (кашкăр, тигр) тата икĕ йышши апачĕпе те усă кураканнисем (упа) çине пайлаççĕ. Килти выльăх-чĕрлĕхе тăрантарнă чухне час-часах ятарласа хатĕрленĕ апатсемпе усă кураççĕ: комбикорм, йытă е кушак апачĕ.
Çын пурнăçĕнчи апат-çимĕç[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Апат=çимĕç çынна вăй парса тăракан, сывлăхне упракан тĕп хатĕр пулса тăрать. Куллен çын 1-5 хут апатланать. Чăвашсем хушшинче ытларах чухне тăватă хут апат çиеççĕ: ирхи апат, кăнтăрлахи апат, кахал апачĕ (çăмăл апат, тукас апачĕ тата ытти те), каçхи апат. Хăш вăхăтра мĕн çиесси, апат вăхăчĕн ячĕсем тĕрлĕ вырăнта тĕрлĕ пулаççĕ.
Апат-çимĕç тĕсĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тĕпрен илсен, апат-çимĕçе темиçе тĕсе уйăрма пулать.
- ӳсентăрантан пулнисем
- тырпул:
- тулă, ыраш, урпа, хура тул, кукуруза, амарант тата ыт.
- пăрçă йышшисем: пăрçа, нимĕç пăрçи, сĕт пăрçи, арахис, ясмăк тата ыт.
- мăйăрсем: вăрман мăйăрĕ, фундук, грек мăйăрĕ, кокос, миндаль тата ыт.
- çу параканнисем: хĕвелçаврăнăш, кантăр, кунжут, йĕтĕн
- улма-çырла
- пахчаçимĕç:
- улмаллисем (баклажан), панчасем (кавăн, кабачок)
- тымар çимĕçсем (кăшман, кишĕр, çарăк) çĕр улмаллисем (çĕрулми)
- çулçăллисем (купăста, тутлă хупах, шпинат), чечеклисем (артишок, брокколи)
- тĕхĕмлĕ курăксем: укроп, метрӳшке, кинза, укроп.
- шăл-пуçлă çимĕçсем: сухан, ыхра
- туна çимĕçсем (спаржа, кăшкар ути)
- ырă тата тĕхĕмлĕх курăкĕсем
- йывăç сĕткенĕсем
- тырпул:
- Аш-пăш апачĕсем
- Аш-какай
- сĕтпе ӳсекенсен какайĕ: сысна ашĕ, ĕне выльăх ашĕ, сурăх ашĕ, кролик ашĕ тата ытти те; ӳпке-пĕвер
- чăх-чĕп какайĕ: чăх ашĕ, кăвакал ашĕ, хур ашĕ, кăркка ашĕ тата ытти те
- çĕлен-калта, тимĕр шапа, шыв шапи тата ытти те
- сĕт-турăх: сĕт, турăх, уйран, тăпăрчă, хăйма, чăкăт тата ытти те
- çăмарта тата вăлча
- пулă
- моллюсксем
- шăрчăксем: саранча, тарантул тата ытти те
- Аш-какай
- ытти органикăллă апатсем:
- ӳсентăрансемпе чĕрчунсенчен илнĕ хушма продуктсем: желатин, сахăр, пыл, уксус, эрех
- органикăллă мар апат-çимĕç: тăвар, шыв, апат тĕхĕмĕсем
Хатĕр апат[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хатĕр апат – пĕçерсе е урăхла майпа çиме юрăхлă тунă апат-çимĕç. Вĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ: ача-пăча апачĕ, диета апачĕ, кĕленчеленĕ шыв, эрех-сăра, тутлă шывсем, чăмлаксем, çавăн пекех хатĕр апатсем шутне çурма хатĕр апатсем, тĕхĕм хутăшĕсем, биологи тĕлĕшĕнчен активлă хушăмсем кĕреççĕ.
Апат-çимĕç хатĕрлевĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Апат пĕçересси[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ялан тенĕ пекех апата малтан çиме хатĕрлеççĕ. Хăш-пĕр апата пĕçермесĕрех çиме пулать. Апат хатĕрлемелли майсем: пĕçересси, ăшаласси, пăшăхласси, хăпартусем. Хатĕр апатсен тĕсĕсем: яшка, нимĕр, салат, соус, çăмарта хăпартни, ăшаланă какай, пудинг тата ытти те.
Апат-çимĕçĕн химии тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Белоксем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Çусем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Углеводсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Макроэлементсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Биологи тĕлĕшĕнчен пĕлтерĕшлĕ элементсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Чăваш апат-çимĕçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
![]() |
Апат-çимĕç Викиампарта? |
---|