Савельев-Сас Александр Сергеевич
Александр Савельев-Сас | |
Çуралнă чухнехи ят: | Савельев Александр Сергеевич |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1932, авăн, 26 |
Çуралнă вырăн: | Юламан ялĕ, Авăркас районĕ, Пушкăрт АССР |
Гражданлăх: | ССРП РФ |
Ĕçлев тĕсĕ: | поэзи |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Александр Сергеевич Савельев-Сас (1932 çулта Пушкăрт Республикин Авăркас районĕнчи Юламан чăваш ялĕ çур.) — чăваш сăвăçи, çыравçи.
Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ. М. Трубина ячĕллĕ тата Авăркас район администрацийĕн Ф.Карим ячĕллĕ парне лауреачĕ.
Раççей ÇП пайташĕ (1994).
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1932 çулта Пушкăрт Республикин Авăркас районĕнчи Юламан чăваш ялĕнче çуралнă. Ялти çиччĕ çул вĕренмелли шкул хыççăн колхозра ĕçленĕ. 1951 — 1954 çулсенче хĕсметре тăнă. Кайран каçхи вăтам шкултан вĕренсе тухнă, Çтерлĕ патшалăх педагогика институтĕнче пĕлӳ илнĕ. Тăван ялĕнче шкулта, район хаçатĕнче ĕçленĕ.
Ку таранчен Шупашкарти хаçат-журналсенче унăн калавĕсемпе повеçĕсене чылай пичетленĕ. Вĕсенчен паллăраххи, «Ют арăм» повеç. Пурĕпе ултă кĕнеке çырнă.
Унăн сăвви-калавĕсене вырăсла, тутарла, пушкăртла куçарнă. Халĕ Пушкăрт республикинче пурăнать.
Пултарулăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кĕнекисем: «Кам пысăкрах» (1975), «Ялти сукмаксем» (1981), «Кашкăр сукмакĕ» (1987), «Шăнкăравлă пĕкĕ» (1993), «Сăвăсем» (2000).
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Чăваш литературин антологийĕ», пухакансем: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Пушкăртстанра çуралнисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Çыравçăсем ,алфавитпа
- Сăвăçсем, алфавитпа
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш сăвăçисем
- Раççей çыравçисем
- Раççей сăвăçисем
- СССР çыравçисем
- СССР сăвăçисем
- Чăваш тăлмачĕсем
- Раççей тăлмачĕсем
- СССР тăлмачĕсем
- 1932 çулта çуралнисем
- Авăнăн 26-мĕшĕнче çуралнисем
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем