Контент патне куҫ

Салампи (роман)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Салампи (пĕлтерĕшсем) пӑхӑр.
Салампи
Жанр: роман
Автор: Александр Артемьев
Тăван чĕлхи: чăваш
Хайланă çул 1950-1955
Пичетленĕ: 1954-1955
Уйрăм кăларăм: 1956, 1966, 1969, 1983[1], 1991[2] 2012[3], 2024[4]
Куçару: вырăсла (1960[5]) тата туркăлла (2019[6]) куçарса пичетленĕ

"Салампи"Александр Артемьев (1924-1998) çырнă чăвашла лирикăлла[7] роман. 1969-мĕш çулхи кăларăмра ăнлантарнинче "Çĕнĕ çынсем" трилогин пĕр кĕнеки тесе палăртнă[8]. Трилогин ытти кĕнекисем кун çути курни-курманни паллă мар.

Хайлав çуралса кун çути курни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Аслă Атилĕх вăрçи хыççăн çуралнă роман.

Ят çăлкуçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Салампи — хĕрарăм ячĕ. Персонаж валли кун пек ята суйласа илесси Петĕр Хусанкай сăвăçпа туслă пулни витĕм кÿме пултарнă, мĕншĕн тесен лешĕн чăнах та çав ятлă хĕр (Саламп(б)и Петровна) пур.

Тепĕр енчен, хранццус çыравçин Гюстав Флоберăн (1821-1880) «Саламбо» (Salammbô) ятлă историлле роман пур[9]. Унта та "Саламбо" тени хĕрарам ятне пĕлтерет. Çак япала та автора витĕм кÿме пултарнă.

Flaubert Salammbo

Ку тĕлĕшпе Александр Артемьев романĕн текстĕнче, «Кĕрхи шăнасем» сыпăкра, ак çакнашкал каланине тĕл пулма пулать:

— Салампи, — терĕ Вирьялов хĕр ятне çепĕççĕн пĕлтерсе. — Акрамова.

— М-да, — терĕ «профессор», сăмсана нĕрлесе, м-да, интереслĕ ят. Бальзакăн «Саламбо» ятлă роман пурччĕ пулас.

— Флоберăн, — йăпăлтатнă сасăпа пĕлтерчĕ Вирьялов, — Флоберăн...

Повеç е роман?

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Авторĕ хăй пурăннă чухне те, халĕ те, апла та, капла та калани-палăртни тĕл пулать.

Тытăм, сюжет тата фабула

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Романăн сюжечĕ кăткăс мар. Унта, тĕрĕссипе, ним тĕлĕнмеллиех те пулса иртмест.

Геннадий Айхи "Салампи" роман авторне халалланă сăввинче çапла çырнă:

чĕр пурнăç чĕртнĕ пек эс куртăн
хальхи ачаш нарспилĕхе.[10]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Александр Артемьев. Салампи: повеçсемпе калавсем. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1983.
  2. А.С.Артемьев «Салампи» роман.- Шупашкар.Чăваш кĕнеке издательстви, 1991.-256 с.
  3. Артемьев А. С. Салампи : роман / Александр Артемьев. - Шупашкар : Чǎваш кěнеке изд-ви, 2012. - 270,[2] с. ; 21 см. - (Шкул б-ки)
  4. Александр Артемьев. Салампи. Роман. Издательство «Мой язык». Проза. Санкт-Петербург. 2024. Чăвашла, вырăсла куçару мар.
  5. Артемьев, А. С. Саламби : повесть / А. С. Артемьев, авториз. пер. с чуваш. С. Трегуба ; худож. П. Н. Саркисян. - Чебоксары, 1960. - 132 с.
  6. Бюлент Байрам филологи тухтăрĕ турккăлла куçарнă Александр Артемьевăн "Салампи" повеçĕ Турцире кун çути курчĕ — Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн порталĕ.
  7. Хăшпĕрисем «мелодрама» теççĕ.
  8. Год: 1969
  9. Французская литература / Г. Флобер Саламбо
  10. Геннадий Айхи. Лирикăллă проза çыравçине