Салтыков Яков Игнатьевич
Яков Игнатьевич Салтыков (1894 çулхи юпа, 6 — 1935 çулхи пуш, 22) — паллă совет, парти ĕçченĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1894 çулхи юпан 6-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Тукач ялĕнче çуралнă. 1903 çулта Элĕкри икĕ сыпăклă училищĕне вĕренме кĕнĕ. Шкулта 6 çул вĕреннĕ хыççăн Хусан кĕпернинчи 1911-15 çулсенче çыракана пулăшаканĕ пулса ĕçленĕ.
1915-17 çулсенче патша çарĕнче хĕсметре тăнă. Яков Салтыкова 1918 çулхи авăн уйăхĕнче РКП (б) Етĕрне уесĕнчи парти комитечĕ партине илнĕ. Ф. М. Ахлаткин, Г. Ф. Орлов (Шĕмшеш), А. З. Комзаков (Крымсарайкă) тата урăх коммунистсемпе хамăр таврари ялсенче Совет влаçне йĕркелессишĕн тата тĕрĕклетессишĕн хастар кĕрешнĕ.
1921 çулта Граждан вăрçинчен таврăнсан ăна Чăвшполитçутĕç ертӳç ĕç вырăнне лартаççĕ. 1922-25 çулсенче Чăваш автономи облаçĕн милицине ертсе пырать. Чăваш Енре пĕрлĕх ĕçĕсене хастар хутшăнать.
1926 çулта Мускаври юридици аслă курсĕнче вĕренет. Тăван çĕре таврăнсан, Чăваш АССР НКЮ прокурорĕн çумĕ пулма шанаççĕ. 1928 çулĕн вĕçĕнче Я. Салтыкова Канаш районне куçараççĕ. Малтанах вăл та райĕçтăвкомра пай пуçлăхĕ, унтан район прокурорĕ пулса ĕçлет.
1931 çулта Я. И. Салтыкова Çĕрпӳ районĕн прокурорĕ пулма çирĕплетеççĕ.
Темиçе хутчен те ăна Чăваш АССР Тĕпĕçтăвком пайташĕ пулма суйланă.
Я. И. Салтыков йывăр чирлесе выртнă хыççăн 1935 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче вилсе каять. Çĕрпӳ хулин масарĕнче пытарнă.
Асăнмалăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Асăну хăми, Тукач ялĕ, тăван килĕн пӳрчĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.