Крымсарайккă
Крымсарайкă
|
Крымсарайкă, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял. Крымсарайкă ял тăрăхĕн тĕпĕ шутланать.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялта 66 çын (2006) пурăнать. Икĕ урам — Шкул тата Коммуна урамĕсем.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Этимологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Малтан Турикасси, Чуракасси ятсемпе паллă пулнă. Крымсарайкă ячĕ 1955 çултанпа çирĕпленнĕ.
Ятне икĕ тĕрлĕ ăнлантарма пулать: 1. Вăл авалхи çу чăвашсен пайăр арçын ятĕнчен пулса кайнă. Ку ячĕ икĕ пайран тăрать — Крым - мул, сарай - кермен. 2. Çак пайăр ят чăвашсен хушшинче XVI ĕмĕр пуçламăшĕнче сарăлма пултарнă. Ял ятне тутар-монголсен пусмăрĕн тапхăрĕпе те çыхăнтарма пулать: Крым ханлăхĕ.
Ялти ватăсем çапла каланă:
Ĕлĕк пирĕн ялта Кăмсарай ятлă ват çын пулнă. Унăн тăванĕсем халĕ те ялта пурăнаççĕ (Комзаков хушаматлă). Ял ту хĕрринче ларнă. Кăмсарай старикăн чурасем пулнă. Çавăнпа та яла Чуракасси тенĕ.
1885 - 1886 вĕренӳ çулĕнче ялта шкул уçнă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- В. К. Магницкий, "Чувашские языческие имена".
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Николаева Зинаида Николаевна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ учителĕ.