Серкĕски районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Сергиевски районĕСамар облаçĕн çурçĕрĕнче вырнаçнă районĕ. Тĕпĕ — Сергиевск сали. Унпа юнашар Сургут, Суходол тата Серноводск поселокĕсем вырнаçнă.

Сергиевски салинчи çĕнĕ çуртсем
Сергиевски районĕ
Кӳкĕрт кӳлли

Географи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Лаптăкĕ 2720 çм2. Çурçĕрте район Чаллăпуç тата Кушкă районĕсемпе, анăçра — Йăлхав районĕпе, кăнтăрта тата тухăçра — Кинель-Черкассы тата Исаклă районĕсемпе чикĕ тытать. Район территоринче, Серноводск посёлокĕнче, курорт вырнаçнă, унта Кӳкĕрт кӳлли пур. Кивĕ Яккел ялĕпе юнашар питĕ илемлĕ Симĕс кӳлĕ пур. Ун тарăнăшĕ 21 метр. Шыв температури 8 градус яхăн, хĕлле те шăнмасть. [1]. Сургут юханшывĕ çумĕнче "Чăваш кӳллисем" вырнаçнă.

Тĕп шывĕсем — Сук, Сургут, Липовка.

Экономика[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Районта нефть кăлараççĕ. Серноводск паççулкинче кӳкĕртлĕ шывсем çинче санатори ĕçлет. Калиновка ялĕнче нумай шултра вăльăх ĕрчетеççĕ. Сургут паççулки патĕнче панулми пахчисем вырнаçнă.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сергиевски районне 1928, кăрлач, 10 йĕркеленĕ. Район гимнĕ вырăннă Карлин Н.С. çырнă юрра усă кураççĕ.

Халăх йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Районта 47 пин çын пурăнать (2006). Пурĕпе 67 пурăну вырăнĕ. Районта чăваш тата мăкшă ялĕсем пур.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Симĕс кӳлĕ 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]