Сергеев Виталий Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Disambig gray.svg Сергеев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Сергеев Виталий Иванович
Çуралнă вăхăт: 1942, нарăс, 20
Çуралнă вырăн: Мартынкасси ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР, СССР
Вилнĕ вăхăт: 2018, юпа, 17
Вилнĕ вырăн: Шупашкар хули, Чăваш Республики
Патшалăх:

Flag of Russia.svg РФ

Ăслăх сфери: морфологи, лексикологи, этимологи, семасиологи, морфемика
Ăсчах степенĕ: филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ
Альма-матер: И. Я. Яковлев яч. ЧППУ
Чыславсемпе парнесем


|

|
«Ĕç ветеранĕ» медаль
||
«Ĕçри маттурлăхшăн (Вăрçăри маттурлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнине асăнмалăх
|| ХХÇК кĕмĕл медалĕ

Виталий Иванович Сергеев (20.01.1942, Мартынкасси ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР – 17.10.2018, Шупашкар хули, Чӑваш Республики) – филологи ăслăхĕсен докторĕ (1992), профессор (1993), ЧР НАНИ кор.-пайташĕ (1994).

Чăваш Республикин наукӑн тава тивĕçлĕ ӗҫченĕ (1997), РФ Çутĕç тата ăслăх министерствин хисеп грамотипе чысланă (2001)[1].

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Виталий Иванович 1942 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Мартынкасси ялĕнче çуралнă.

1957 çулта Мартынкассинчи çиччĕ çул вĕренмелли шкулта пĕлӳ илнĕ, 1960 çулта Тивĕшри вăтам шкулта вĕренсе тухнă.

1965 çулта Чăваш педагогика институчĕн истори-филологи факультетĕнчи анкăл-чăваш уйрăмĕнче аслă пĕлӳ илнĕ, 1973 çулĕ тĕлне СССР ĂА Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕн аспирантуринче Э.Р. Тенишев тюрколог патĕнче кандидат диссертацине хатĕрленĕ те тепĕр çулта хӳтĕленĕ. 1982 ҫултанпа И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫленӗ:аслӑ вӗрентекен, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн кафедрин доценчӗ, 1993-1998 ҫҫ. – Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн деканӗ, 1993-2007 ҫҫ. – чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентес меслетлӗх кафедрин ертӳҫи, 2007-2015 ҫҫ. – чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗпе тухӑҫ пӗлӗвӗн кафедрин ертӳҫи, 2015-2017 ҫҫ. – чӑваш филологийӗпе культура кафедрин профессорӗ.

Ăслăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

100 ытла ăслăх ĕçне, 10 монографи, вĕренӳри пулăшу кĕнекине хатĕрлесе пичетрен кăларнă.

  1. Морфемика. Лекцисен тексчĕ (1987),
  2. Развитие лексической семантики чувашского языка (Основные тенденции) (1991),
  3. Чувашско-тунгусо-маньчжурские лексико-семантические параллели (2001),
  4. Чĕлхе пĕлĕвĕн историйĕ, Пĕтĕмĕшле чĕлхе пĕлĕвĕ
  5. Морфемика тата морфологи. Ш., 2001;
  6. Хальхи чăваш литература чĕлхи: Лексика тата лексикологи. Семантика тата семасиологи. Ш., 2000;
  7. Морфологические категориальные и некатегориальные формы в современном чувашском языке. Ч., 2002.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • Кун-ҫул утти-чуппи : В. И. Сергеев профессор 70 ҫула ҫитнине халалласа = Жизнь – стремнина стремленья : к 70-летию профессора В. И. Сергеева / [Ю. Н. Исаев пухса хатӗрленӗ]. – Шупашкар : ЧПГӐИ, 2012. – 43 с. : портр.
  • Чӑваш чӗлхи ыйтӑвӗсем : В. И. Сергеев профессор 60 ҫул тултарнине халалланӑ ӑслӑх конференци материалӗсем / И. Н. Ульянов яч. Чӑв. патш. ун-чӗ. – Шупашкар : Чӑваш университечӗн изд-ви, 2002. – 95 с.
  • Чӑвашлах пурӑнам-ха : Сергеев Виталий Иванович 60 ҫула ҫитнине халалласа / Э.И. Патмар пухса хатӗрл. – Шупашкар, 2002. – 20 с.
  • Сергеев Виталий Иванович // Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук : 1930-2005. – Чебоксары, 2005. – С. 139.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]