Серебряков Алексей Валерьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Серебряков хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Алексей Серебряков
Фото
Çуралнă чухнехи ят: Алексей Валерьевич Серебряков
Çуралнă вăхăт: утă, 3 1964
Çуралнă вырăн: Мускав
Професси: Актёр
Карьера: 1978 — хал. вăх.
Чыславсемпе парнесем:
Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ
Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ
Раççей Федерацин халăх артисчĕ
Раççей Федерацин халăх артисчĕ

Алексе́й Вале́рьевич Серебряко́в (утă, 3 1964, Мускав) — совет, раççей театрпа кино актёрĕ, Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ (1998)[1], Раççей Федерацин халăх артисчĕ (2010)[2].

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Алексей Серебряков 1964 çулхи утăн 3-мĕшĕнче Мускавра çуралнă[3].

Кинора çапăнма шкулта вĕреннĕ чухнех тытăннă. Патшалăхăн А. В. Луначарский ячĕллĕ театр ӳнерĕн институтĕнче (1986, О. Табаковăн ăста лаçĕ) пĕлӳ илсе Сызраньри А. Н. Толстой ячĕллĕ драма театрĕнче ĕçленĕ.

«Фанат» (1989), «Морской волк» (1990) тата «Афганский излом» (1991) фильмĕсенчи ĕçĕсем хыççăн паллăха тухнă. 1990-мĕш çулсенче Алексей Серебряков «Тесты для настоящих мужчин» фильмра тата «Бандитский Петербург» сериалра вылянă.

1986—1991 çулсенче Мускаври Олег Табаков е/п театр-студин актёрĕ.

2009 çулхи авăн уйăхĕнче «Ленком» театрĕн актёрĕ, «Мускав Оперетти» театрĕнче «Метро» мюзиклĕнче тата «Новый» антреприза спектаклĕнче вылянă.

2012 пуçламăшĕнче çемьипех Канадăна эмиграцие кайнă[4][5].

Раççее кинора çапăнма тата кинофестивальсене, тăвансемпе туссем патне хăнана килсе çурет.

2014 çулта тĕнчери экран çине тухнă «Левиафан» социаллă драмăра тĕп рольне сăнарланă.

Çемье[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Ашшĕ — инженер-конструктор.
  • Амăшĕ — тухтăр.
  • Арăмĕ - Мария тата усрав хĕрĕ Дарья,[6] Усрав ывăлсем - Степан тата Данила.

Театрти ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Метро» (мюзикл)

Фильмографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сасă кĕртни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Указ Президента РФ от 21.09.1998 № 1123 «О награждении государственными наградами Российской Федерации» (стр. 7) 2014 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Почётное звание присвоено Указом Президента России № 196 от 16.02.2010(ĕçлемен каçă)
  3. ^ Алексей Серебряков. Энциклопедия отечественного кино. Тĕрĕсленĕ 18 Ҫӗртме уйӑхӗн 2014.
  4. ^ Алексей Серебряков увёз семью в Канаду (выр.). Комсомольская правда. çăлкуçран архивланă 27 Раштав уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 26 Раштав уйӑхӗн 2012.
  5. ^ "Хам победил". Алексей Серебряков Канадăна эмиграцие кайнă (выр.). glavnoe.ua (2012-02-29). çăлкуçран архивланă 29 Ҫӗртме уйӑхӗн 2013. Тĕрĕсленĕ 25 Ҫӗртме уйӑхӗн 2013.
  6. ^ Алексей Серебряков — официаллă мар сайт
  7. ^ {{cite web|url=http://thr.ru/news/5882/

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]