Контент патне куҫ

Силэм Юлия Александровна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Юлия Силем

2014
Çуралнă вăхăт: 1951 çулхи юпан 2-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Çĕнĕ Ахпӳрт ялĕ, Патăрьел районĕ Чăваш АССР
Пăхăнулăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи
Жанр: повеç, очерк, калав

Юлия Силэм (чăн хушамат Романова, çуралнă чухнехи хушамат Смирнова, ашшĕн хушамачĕ Чернов[1]; 1951 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕ, Çĕнĕ Ахпӳрт ялĕ, Патăръел районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш çыравçи, CCCР (халĕ Раççей) ÇП пайташĕ (1992), Чăваш республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1998), Санкт-Петербургри Петровски Тĕпчевпе Ӳнер ĕçĕсен Академийĕн чăн пайташĕ (2001).

1951 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпӳрт ялĕнче çуралнă.

Вăтам шкултан, Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. 1974-1983 çулсенче "Пионер сасси" (халĕ "Тантăш") хаçатра вăй хунă. Халĕ вăл "Ялав" журналăн проза пайĕн редакторĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Кăвак сурăх» (1982)
  • «Пылпа çăкăр» (1988)
  • «Юр çинчи кăвайт» (1990)
  • «Хĕрĕхри хĕр» (1993)
  • «Василий Николаев академик. Кун-çул утăмĕсем» (1997)
  • «Çылăхлă хĕрарăм» (1999)
  • «Хĕр пĕрчи» (2000)
  • «Иккĕн» (2001)
  • «Чун уçăлнă самант» (2001)
  • «Академик Василий Николаев. Страницы жизни» (1997)

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]