Çĕнĕ Ахпӳрт (Патăрьел районĕ)
Урăх пĕлтерĕшĕсене Çĕнĕ Ахпӳрт (пĕлтерĕшĕсем) статьяра вулăр.
Çĕнĕ Ахпӳрт
Çĕнĕ Ахпӳрт
|
Çĕнĕ Ахпӳрт(выр. Новое Ахпердино), — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. Пăла шывĕн сулахай çыранĕнче вырнаçнă.
Тавралăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку тĕлте Пăлана Çăкал тата Хулаçырми ятлă шывсем юхса кĕреççĕ. Ял хирĕнче, хĕвелтухăç еннелле кайсан, авалхи чул юпа пур (ăна карта тытса çавăрса тирпейленĕ).
Ял тытăмĕ, халăх йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялта вăтам шкул, ял вулавăшĕ, фельдшер-аккушер пункчĕ, культура çурчĕ, "Çеçпĕл" ача-сачĕ, çыхăну уйрăмĕ вырнаçнă.
Урамĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Аялти Аслă урам- Ленин урамĕ.
- Çӳлти Аслă урам- Çĕнтерĕве 50 çул урамĕ.
- Пикшик урамĕ - Карла Маркса урамĕ.
- Урлă кассем:
- Çăкал касси
- Шакки касси - Гагарин касси.
- Лекeр касси - Кооператив касси.
- Маюр касси - Чăваш касси.
- Малти кас- Спорт касси.
- Шкул касси.
- Бородовсен касси- Комсомол урамĕ.
- Петуховсен касси - Ворошилов урамĕ.
- Каштановсен касси- Николаев космонавт урамĕ.
- Çĕнĕ кас.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]"Ахпÿрт" сăмахăн этимологине М.Р.Федотов профессор ăнлантарса панă[1].
Чăн малта Ак Бэрдĕ тени тăрать. "Ак" кунта пĕр-пĕр лайăх (позитивлă) сăнара палăртать, чăвашла "Хак" тенипе танлаштарăр (арабизм: Турă, Чăнлăх, Сиплĕх тата ытти те). Бэрдĕ — стандартлă тĕрĕк чĕлхисенче — пачĕ. Çапла вара иккĕшне пĕрле тусан "Турă Пачĕ" тенине пĕлтерет. Çынсене çавнашкал ят панă тахçан. "Пÿрт" тени каярахпа çеç, контаминациленнине кура, сиксе тухнă.
Çĕнĕ Ахпӳрте XVII ĕмĕр вĕçĕнче Кивĕ Ахпӳрт ялĕнчен уйрăлса тухнисем никĕсленĕ.[2]
Тĕрлĕ çулсенче Çĕнĕ Ахпӳртрен хăйĕнчен Пăлакасси тата Козловка ялĕсем уйрăлса тухнă.
Паллă çыннисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Волкова Ольга Ильинична — РСФСР çутĕç отличникĕ .
- Данилов Виктор Данилович (1897-1933) — Чăваш Енĕн çар комиссарĕ (1925), Чăваш АССРĕн территорилле çар округĕн пуçлăхĕ (1925-1926), Мари облаçĕн территорилле çар округĕн пуçлăхĕ (1926-мĕш çул хыççăн).
- Каштанов Михаил Филиппович, Чăваш комсомолĕн чи малтанхи ертӳçисенчен пĕри, каярахпа —полковник-инженер. Çамрăк чухне Теччĕре Çеçпĕл Мишшипе пĕрле (пĕр вăхăталла) вĕреннĕ. Паллă Раççей историкĕн С.М.Каштановăн (1932 çур.)[3] ашшĕ.
- Каштанов Алексей Федотович (1919-?) — РСФСР çутĕç отличникĕ (1974).
- Лекарев Ксенофонт Емельянович — РСФСР çутĕç отличникĕ (1979).
- Люкина Елизавета Михайловна — Раççей çутĕç отличникĕ .
- Сачкова Людмила Николаевна, - çыравçă.
- Силэм Юлия Александровна (1951 çур.) — çыравçă, философи ăславĕсен кандидачĕ.
- Тукмаков Пётр Васильевич — нумай çул хушши вырăнти колхоза ăнăçлă ертсе пынăскер.
- Тукмакова Мария Александровна — РСФСР çутĕç отличникĕ (1983).
- Майоров Иван Григорьевич (1957 çур.) — Куславкка районĕн пуçлăхĕ (2002-2012).
- Урукова Римма Николаевна — РСФСР çутĕç отличникĕ .
- Чумерин Николай Иванович — Раççей çутĕç отличникĕ (1996).
Кăсăклă фактсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Майков Евгений Иванович генерал-лейтенант ачалăхĕпе яшлăхĕ Çĕнĕ Ахпӳртре иртнĕ.
- Çĕнĕ Ахпӳрт тахçан ĕлĕк пулнă "Шурă çухасем" текен хурахсен ушкăнĕпе паллă. Паллах, кунпа мухтанмаллисемех çук, анчах та çак пулăм хăйне майлă йĕр хăварнă; вăл хальхи ăрăва мĕнле пулмалла марри çинчен вĕрентет. Хурахсем хĕлле сурăх тирĕнчен тунă шурă çухасемлĕ тумтирсемпе çӳренĕ, ят шăпах çавăнтан пырать. Ушкăна, унпа çыхланнисене каярахпа тытса суд тунă, пысăк сроксем парса хасаланă. Кун пирки кăштах К.Е.Лекарев кĕнекинче çырса кăтартнă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Лекарев К.Е. Тăван ялăм, савнă ял. Патăрьел, 1998.
- Казаков, Николай. Топонимика местного края. 7-мĕш класра вĕренекенĕн ĕçĕ.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Федотов М.Р. НЕУМЕСТНЫЕ СПОРЫ О ПЕРЕИМЕНОВАНИИ. // «СЧ» №224, 14 ноября 1996 г. (Ку статьяна ак çак вырăнта вулама пулать 2020 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.: Терентьев, В. М. Духовное и научное наследие академика М. Р. Федотова : [о жизнедеятельности известного ученого-языковеда, алтаиста, корифея чувашской тюркологии]. Кн. 2 / В. М. Терентьев ; [под ред. А. П. Хузангая]. - Чебоксары : Новое Время, 2011. -. - 575 с.// с.96-97)
- ^ Г.Ф.Мулюков. Ордена Ленина колхоз "Гвардеец". Чебоксары, 1983. — С. 9.
- ^ Димитриев В.Д. Чăваш энциклопедийĕнчи статья.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чăваш Енри пурăнан вырăнсем 2017 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
Патăрьел районĕн пурăнан вырăнĕсем |
||
---|---|---|
Алманчă • Анат Атăк • Анат Тăрмăш • Анат Туçа • Анат Чакă • Аслă Чемен • Апрушнай • Вăрманхĕрри Шăхаль • Вăтаел • Еншик • Именкасси • Ишлĕ-Шетмĕ • Йăлăм Патăръел • Каншел • Кĕçĕн Арапуç • Кĕçĕн Шăнкăртам • Кĕçĕн Чемен • Кивĕ Ахпӳрт • Кивĕ Катек • Кословккă • Ксыл-Камыш • Ксыл-Чишма • Люля • Начар Упи • Нăрваш Шăхаль • Пăлакасси • Пăлапуç Нурăс • Пăлапуç Пашьел • Пăлаçи Атăк • Патăрьел • Первомайски • Пӳртлĕ • Сăкăт • Сител • Çăл Атăк • Çĕнĕ Ахпӳрт • Çĕнĕ Чаткас • Çĕнъял • Татмăш • Тăрăн • Тикеш • Треньел • Тури Тăрмăш • Тури Туçа • Тури Чакă • Турхан • Тутар Сăкăчĕ • Тутар Тимешĕ • Ульяновка • Упамса • Хирти Пикшик • Хурама Тăвар • Чăваш Ишек • Шăнкăртам • Шăхаль • Шăхач • Шетмĕ • Ырлăх • Ыхра Çырми |