Синдряков Николай Кузьмич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Синдряков Николай Кузьмич
Çуралнă вăхăт 1924 çулхи кăрлач уйăхĕн 0-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Кивĕ Чаллă Тутарстанăн Октябрьски районĕ Тутарстан Раççей
Вилнĕ вăхăт 1943–мĕш çулхи авăнăн 29-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн Великий Букрин Мироново районĕ Киев облаçĕ Украина
Пăхăнулăх Flag of the Soviet Union.svg СССР
Çар ăрачĕ пехота
Хĕсмет çулĕсем 1942-1943
Хисеп
Лейтенант
Чаç 7-мĕш гварди танк корпусĕн 55-мĕш гварди танк бригади
Командăланă взвод
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg
Ленин орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ

Николай Кузьмич Синдряков (1924-1943) — лейтенант, Совет Союзĕн Паттăрĕ. Вăл Тутарстанăн Кивĕ Чаллă ялĕнче çуралнă. Чăваш.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

7 класс пĕтернĕ. Колхозра счетоводра ĕçленĕ. Хĕрлĕ Çарта 1942-мĕш çултан. 1942-мĕш çулта Саранскри пехота училищине пĕтернĕ. Фронтра 1943-мĕш çултан.

Воронеж фрончĕн 5 гварди танк корпусĕн 55-мĕш гварди танк бригадин мотострелоксен взвочĕн командирĕ Синдряков гварди лейтенанчĕ 1943-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 22-мĕш каç ал айĕнчи япаласене усă курса Киев облаçĕнчи Миронов районĕнче Днепр урлă каçнă. Взвод çыранран 200-300 м маларах кайса хăйĕн хĕçпăшалне усă курса батальона юханшыв урлă каçма май панă.

1943 çулхи авăнăн 29-мĕшĕнче Киев облаçĕн Мироново районĕнчи Великий Букрин патĕнче вилнĕ. Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне (17.11.1943 вилнĕ хыççăн) тивĕçтернĕ.

Чыславсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Ленин орденĕ
  • Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
  • Нурлат хулипе Кĕçĕн Букрин салинче урамсене ун ятне панă. Кивă Чаллăра бюст, Великий Букрин салинче асăну хăми вырнаçтарнă.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

"Кто есть кто в Республике Татарстан", Герои Советского Союза – наши земляки (Сборник документальных очерков и зарисовок в трех книгах). – Казань: Татарское кн. изд-во, 1982-1985 гг.

  • Герои Советского Союза — наши земляки. Казань, 1985, кн.3. / стр. 56—57;
  • Наши земляки — Герои Советского Союза. 3-е изд., испр. и доп. Чебоксары, 1980. / стр.507;
  • Ханин Л. Герои Советского Союза — сыны Татарии. Казань, 1963. / стр.481—484;
  • Шел парнишке в ту пору... Киев, 1985. / стр.271.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

.