Скиталец (çыравçă)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Петров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Скиталец
Çуралнă чухнехи ят: Степан Гаврилович Петров
Суя ятсем: Скиталец
Çуралнă вăхăт: 1869, юпа, 27
Çуралнă вырăн: Обшаровка сали, Самар кĕпĕрни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1941, çĕртме, 25
Вилнĕ вырăн: Мускав, РСФСР
Ĕçлев тĕсĕ: раççей прозăçи, сăвăçи
Тĕлĕ: реализм
Ĕçсен чĕлхи: вырăс
Lib.ru сайтри пултарулăх ĕçĕсем

Скита́лец (чăн ячĕ Степа́н Гаври́лович Петро́в; 9 чӳк (28 юпа) 1869, Обшаровка сали, Самар уесĕ, Самар кĕпĕрни — çĕртме, 25, 1941, Мускав) — вырăс сăвăçи тата и прозăçи.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ашшĕ столярĕçĕпе пурăннă, кĕсле çинче вылянă. Скиталец хăй те выляма пултарнă. Самарти вĕрентӳçсен семинаринче вĕреннĕ, унтан ăна «шанчăклă мар» тесе кăларса янă.

Революци юхăмне хутшăннă, 1888, 1901, 1902 тата 1905 çулсенче аресленĕ. 1908-па революци ĕçĕ-хĕлĕнчен пăрăннă.

1897-па хаçата çырнă, 1898 çулта Горькипе паллашнă, унтан нумай ăс илнĕ.

1908 çулта Крым çурутравĕнче, Байдар айлăмĕнче (Скели ялĕ) дача туса лартнă.

1900-мĕш çулсенче Горький йĕркеленĕ «Знание» издательствăн пухмачĕсенче, ытти журна-хаçатра пичетленнĕ. «Среда» литература кĕтесне çӳренĕ. 1902—1907 çулсенче унăн хайлавĕсем 3 томпа тухнă, 1912 — татах тепĕр виççĕ. 1916—1919 — 8-лă томри хайлавсем.

Пĕрремĕш Тĕнче вăрçин пуçламăшĕнче фронта санитар пулса кайнă. Вăрçăна хурласа темиçе очеркпе калав çырнă.

Февраль революцине кăмăлланă, Октябрь революцине йышăнман. 1921 çулта Китайа çул тытнă. 1922 - 1934 çулсенче Харбинре пурăннă. Литература ĕçне пăрахман, 1928-па совет журналĕсенче унăн хайлавĕсем кун çути курнă.

1934 çулхи çĕртмен 17-мĕшĕнче Мускава таврăннă. Темиçе хутчен те Горькипе тĕл пулса калаçнă, литературăпа пĕрлĕх ĕçĕпе хăтланнă. Совет çыравçисен пĕрремĕш съезчĕн ларăвĕсене хутшăннă (сасăлама статус пулман).

1941 çулхи çĕртмен 25-мĕшĕнче куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. Мускавра Введенское çăвине пытарнă[1].

Санкт-Петербургри адрессем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1905 çул — 8-мĕш Раштав урамĕ, 25.

Библиографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

М. Горький тата Скиталец (кĕслепе)
Могила С. Г. Скиталецăн вилтăпри. Введенское çăви
  • «Самарские строфы» (цикл стихотворных фельетонов)
  • повесть «Октава» (1900)
  • повесть «Сквозь строй» (1901)
  • «Кандалы» (1904)
  • «Полевой суд» (1905)
  • «В дороге» (1905)
  • «Лес разгорался» (1906)
  • «Огарки» (1906)
  • «Этапы» (1907, переработанная версия 1937)
  • «Сквозь строй!» (1916)
  • «Лаврентий Шибаев» (1921)
  • «Дом Черновых» (роман, опубликован в 1935)
  • «Кандалы» (роман, 1940, отд. изд. 1956)

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Введенское кладбище 2018 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.(2009 çулхи Чӳк уйӑхӗн 6-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Полное собрание сочинений, т. 1 — 8, П., 1916 — 19;
  • Повести и рассказы. Воспоминания, М., 1960.
  • Королькова Л. К., Творческий путь Скитальца, Томск, 1964.
  • Избранное. М.: Художественная литература. 1988

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]