Смалайкин Александр Дмитриевич
Александр Дмитриевич Смалайкин | |
Ӳкерчĕк:Смалайкин александр дмитриевич.gif | |
Çуралнă вăхăт | 1929, нарăс, 21 |
---|---|
Çуралнă вырăн | Туканаш, Хĕрлĕ Чутай районĕ, Чăваш АССР |
Вилнĕ вăхăт | 2006, юпа, 6 |
Вилнĕ вырăн | Хĕрлĕ Чутай сали, Чăваш Республики |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Чыславсемпе парнесем |
Александр Дмитриевич Смалайкин (21.2.1929, Туканаш, Хĕрлĕ Чутай районĕ, Чăваш АССР — 6.10.2006, Хĕрлĕ Чутай сали, Чăваш Республики, РФ) — ялхуçалăх ĕçĕсене йĕркелекенĕ, коммунизм ĕçченĕ, «Искра» колхоз председателĕ, Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ (1971)[1]
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1929 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туканаш ялĕнче çуралнă. 13 çул тултарсан тăлăха тăрса юлнă. Тăван ялтах çитĕннĕ. 15 çула çитсен, 1944-па «Передовик» колхозра ĕçе пикеннĕ. Çара хĕсмете кайиччен Мичурин ячĕллĕ тата «Искра» колхозсенче ĕçленĕ. 1949 çулта Хĕрлĕ Çара илнĕ. Унта, 1952 çулта, партине кĕнĕ. Хĕсметрен таврăнсан Чăваш ялхуçалăх шкулне вĕренме кĕнĕ, 1955 çулта ăнăçлă вĕçленĕ. 1955/1956 çулсенче Мичурин ячĕллĕ колхозра агрономом пулса тăрăшнă. 1956 çулта «Искра» колхоз председательне суйланă. 1965 çулта Мускавра Партин аслă шкулĕнче пĕлӳ илнĕ. 1966 çулта ăна Ленин орденĕпе чысланă.
1971 çулта пиллĕкçуллăх планне пурнăçланăшăн Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ ята тивĕçнĕ.
1973 - 1979 çулсенче ССКП Хĕрлĕ Чутай РК пĕрремĕш секретарĕ. 1979 çулта каллех «Искра» колхоз председателĕ. 1988 çулăн нарăс уйăхĕнче пенсие тухнă. Пенсионер чухне, 1988 - 1992 çулсенче район музейне тытса пынă. Пандиково ялĕнче И. Н. Ульянов музейне йĕркелеме хутшăннă.
Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутатне суйланă.
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ — ССРП Аслă Канашĕн Президиумĕн 1971 çулхи акан 8-мĕшĕнчи Хутайĕпе
- «Çурлапа Мăлатук» медалĕ
- Ленин орденĕ (икĕ хутчен)
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ
- Хĕрлĕ Чутай районĕн хисеплĕ гражданинĕ
Асăнмалăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Александр Смалайкин паркĕ, Атнар сали[2].
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Чувашская энциклопедия 2020 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Парк в честь Героя, Советская Чувашия
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Биография
- Чтим память земляка — Героя Социалистического Труда Александра Смалайкина
- Культурно-историческое наследие села 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Страницы, использующие расширение JsonConfig
- Файл каҫи ӗҫлемен страницӑсен йышӗ
- Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
- Социализм Ӗçĕн Паттăрĕсем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденĕн кавалерĕсем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Википедия:Статьи с изображениями: заполнить свойство P18 в Викиданных
- Википедия:Статьи с изображениями: заполнить свойство P373 в Викиданных
- Колхоз председателĕсем