Контент патне куҫ

Смирнова Галина Ивановна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Галина Смирнова
Тулли ят Смирнова Галина Ивановна
Çуралнă вырăн Мăн Вылă ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР, СССР
Патшалăх
Профессисем чăваш юрăçи
Жанрсем чăваш эстради
Парнесем Чăваш ССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1994), Чăваш Республикин халăх артисчĕ (2001)

Смирнова Галина Ивановна (1955, пуш, 17, Мăн Вылă ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР çур.) —– чăваш, совет, раççей юрăçи (меццо-сопрано)[1].

Чăваш ССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1994), Чăваш Республикин халăх артисчĕ (2001)

1955 çулхи пушăн 17-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи (Чăваш АССР) Мăн Вылă ялĕнче çуралнă.

1975 çултанпа Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн вокал ушкăнĕнче ĕçленĕ, 1990 çултанпа «Çавал» ансамблĕн солисчĕ, 2004 çултанпа Чăваш патшалăх филармонин солисчĕ. Унăн репертуарĕнче чăваш, вырас, тутар халăх юррисем, Атăлçи композиторĕсен ĕçĕсем.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]