Мăн Вылă
Мăн Вылă
|
Мăн Вылă — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи чиркӳллĕ ял, Мăн Вылă ял тăрăхĕн тĕпĕ.
Ял тытăмĕ, халăх йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мăн Вылă Вылă шывĕ çумĕнче вырнаçнă. Салара 626 çын (2006) пурăнать. Ялта пилĕк урам: Ленин, Çырма енчи, Совет, Кооператив, Калинин урамĕсем.
"Выла" ансамбль ĕçлет.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1917 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Пугачев палхавĕ Элĕк районĕ урлă иртсе кайнă. Емельян Пугачев Мăн Вылăра чарăнса тăнă. Чиркӳре ĕçлекенсене хытă хĕстернĕ, çемçен каласан. 100 казака арьергардра кунтах хăварнă. Патша çарĕсем кунта çитсен, çапăçу пулса иртнĕ: 50 казакĕ çапăçса вилнĕ, ыттисем ял çыннисем хушшинче саланса пытаннă. Вара çăлăнса юлнисем çакăнтах юлнă, кунтах хăйсен кил-йышне йĕркеленĕ.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Андреев Олег — СССР спорт ăсти.
- Алексеева Мария Хрисанфовна — Раççей Федерацин тата Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Арсентьева Юлия Арсентьевна — педагогика ăслăхĕн кандидачĕ.
- Ермолаев Авенир Хрисанович — Чăваш Енĕн физкультурăпа спорт тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
- Ермолаев Хрисанф Ермолаевич — Элĕк районĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.
- Иванов Александр Иванович — физикăпа математика ăслăлахĕсен кандидачĕ
- Михайлова Елена Михайловна — Элĕк районĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.
- Смирнова Галина Ивановна — Чăваш Енĕн халăх артисчĕ.
- Семёнов Василий Семёнович — Чăваш Енĕн физкультурăпа спорт тава тивĕçлĕ ĕçченĕ,
Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ тренерĕ.
- Семёнов Виктор Семёнович — Раççей Федерацин физкультурăпа спорт тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, педагогика ăслăхĕн кандидачĕ.
- Семёнов Геннадий Семёнович — Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ тренерĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- Л.И.Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- "Аликовскому району 75 лет. Очерки и материалы по истории района", под ред. Л. А. Ефимова, Шупашкар, 2002.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |