Контент патне куҫ

Смирнов Николай Валерьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Смирнов Николай Валерьевич
Ӳкерчĕк:Smirnov NikValer.jpg
Çуралнă вăхăт 1967, раштав, 30,
Çуралнă вырăн Кашмаш ялĕ, Муркаш районĕ, Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт 1994, çурла, 18
Вилнĕ вырăн Таджикистан
Пăхăнулăх СССР
Чыславсем тата парнесем |
Раççей Паттăрĕ
Раççей Паттăрĕ
|}

Смирнов Николай Валерьевич (1967, раштав, 30, Кашмаш ялĕ, Муркаш районĕ, Чăваш АССР — 1994, çурла, 18, Таджикистан) - Раççей Федерацин Паттăрĕ, кĕçĕн сержант. Таджик-афган границинчи 117-мĕш Мускав погранотрячĕн отделени командирĕ.

1967-мĕш çулта Муркаш районĕнчи Кашмаш ялĕнче çуралнă. Пиллĕк çула çитсен ашшĕ-амăшĕпе пĕрле Шупашкар хулинче пурăнма куçнă. 3-мĕш шкул вĕренсе тухсан 8-мĕш ПТУ-на вĕренме кĕнĕ. Вĕренĕве вĕçлемесĕрех Шупашкарти агрегат савутне ĕçлеме кайнă.

1986-мĕш çулта хĕсмете кайнă. Туркестан вăрçă тăрăхĕнче, Ашхабадра, пулеметчик вăрçă ăстаçлăхне алла илет. 1987 çулхи çуркунне Афганистана куçараççĕ. Разведбатри пулемёт уйрăмĕн командирĕ пулма çирĕплетнĕ. Хастаррăн, ăста пĕлсе, çапăçнă.

1988 çулĕн вĕçĕнче çартан таврăнса агрегат савутне ĕçе кĕнĕ.

1994-мĕш çулта контрктпа Таджикистанри Мускав чикĕ çар отрядне контракт çырса хĕсмете тăнă. Унта десант-штурм маневр ушкăнĕнче уйрăм командирĕ вырăнне йышăннă.

1994 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче чикĕ хуралçисем çине Таджикистан ислами тĕкĕрçисемпе афган моджахечĕсем тапăннă. Тăшман пенĕ вăхăтрах Смирнов сылтăм флангри салтаксене пулăшма куçнă. Çав кун вăл меллĕ вырăн йышăнса темиçе тăшмана пĕтернĕ, пулемет расчетне аркатнă. Вырăнне вăхăтра ылмаштарса вăл чи йывăр вырăнсене хӳтĕленĕ. Унăн пăшалĕ çулăм пĕрхĕнтернине пула аманнă 2 десантника тыла ăсатма май панă, вилмелле аваннă Токарев лейтенанта та илсе кайма май панă.

Тăшман пĕтĕм хĕçпăшалне ун çине тĕлленĕ. Николай йывăр аманнă пулсан та çапăçу хирĕнчен тухман, виличченех пулеметне алран яман.

  • Раççей Федерацин Паттăрĕ — 03.10.1994.(медаль №91).
  • Совет Союзĕн тата Афганистан чыславĕсем.
  • Белебенцев. Д. Золотая Звезда №0091 (Советская Чувашия, 2004).

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]