Контент патне куҫ

Смородинова Нинель Семёновна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Смородинова хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Нинель Семёновна Смородинова
Çуралнă вăхăт: 1938, ака, 28
Çуралнă вырăн: Чуманкасси ялĕ, Муркаш районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Вилнĕ вăхăт: 2021, авăн, 13
Вилнĕ вырăн: Шупашкар
Професси: XX ĕмĕрти совет, чăваш театр актриси
Гражданлăх: ССРП РФ
Хастар çулсем: 1961 - 2005
Театр: Чăваш ПАДТ

Нинель Семёновна Смородинова (28.4.1938, Чуманкасси, Муркаш районĕ, Чăваш АССР — 13.9.2021, Шупашкар, Чăваш Республики) — чăваш халăх артисчĕ[1].

1938 çулхи акан 28-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Муркаш районĕнчи Чуманкасси ялĕнче çуралнă. 1955 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухнă.

Пултарулăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Театр сцени çине 44 çул хушши тухса Нинель Семёновна 150 ытла интереслĕ те янкăр сăнара кăтартнă. Аринка («Малиновкăри туй» А. Александров), Лариса («Кайри мала, хур кайăксем», Н. Терентьев), Софи («Хаярлăхпа юрату», Ф. Шиллер), Марук («Кай, кай Ивана», Н. Айзман), Таня («Старик» М. Горький), Анюта («Власть тьмы», Л. Толстой), Марине («Пĕрре, çуркунне...», Л. Агаков, В. Яковлев), Гафийка («Юратупа кавăн», И. Стаднюк), Нина Андреева («Çутă шыв хĕрринче», В. Белов) ролĕсем уйрăмах халăх асĕнче юлнă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]