Совет Союзĕн Паттăрĕ
Совет Союзĕн Паттăрĕ | ||
| ||
Патшалăх | ССРП | |
---|---|---|
Тĕс | Çӳлти хисеп | |
Статус | тивĕçтермеççĕ | |
Статистика | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | ака, 16, 1934 çул | |
Пĕрремĕш чыслани | ака, 20, 1934 çул | |
Юлашки чыслани | раштав, 24, 1991 çул | |
Чыслав шучĕ | 12 777[1] |
Совет Союзĕн Паттăрĕ — СССР-ти çӳллĕ палла тухнин степенĕ. Çак тивĕç ятпа вăрçăри çапăçусенче е, лăпкă саманара та, паттăрлă ĕç тунăшăн чыслаççĕ.
Тивĕç ята пĕрремĕш СССР ТӖК 1934 çулхи акан 16-мĕшĕнчи Йышăнăвĕпе, Совет Союзĕн Паттăрĕ валли хушма паллă — «Ылтăн Çăлтăр» медале СССР Аслă Канаш Президиумĕн 1939 çулхи çурлан 1-мĕшĕнчи Хушăвĕпе çирĕплетнĕ.
«Совет Союзĕн Паттăрĕ» пирки çирĕплетсе çырни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Фактсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Паттăр ятне 1934 çулхи ака, 20 тивĕçнĕ пĕрремĕш çын — Анатолий Ляпидевский вĕçевçĕ, çак чыса ăна шара лекнĕ «Челюскин» пăрахут экипажĕпе пасажирĕсене çăлнăшăн панă. Çак ырă ĕçшĕн паттăр ятне тивĕçнĕ: Сигизмунд Леваневский, Василий Молоков, Николай Каманин, Маврикий Слепнёв, Михаил Водопьянов, Иван Доронин.
.....
1941 çул тĕлне Паттăр ятне 600 ытла çын тивĕç пулать, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ — икĕ хут (Категори:Совет Союзĕн Паттăрĕсем пăхăр). Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнче тăшман тылĕнче паттăр, хастар ĕçсем тунăшăн Паттăр хисепне 234 партизан юхăмĕнче кĕрешнĕ çынна, çав шутра 24 хĕрарăма; икĕ хут Паттăр ятне ирĕке кăларакан текĕрчĕсене йĕркелекенсем С. А. Ковпакпа А. Ф. Фёдоров.
Икĕ хут Совет Союзĕн Паттарĕ хисепне (çурла, 29, 1939) Грицевец С. И. тата Кравченко Г. П. вĕçевçĕсем тивĕç пулнă. ....
1982 çул пуçламĕшĕ тĕлне Паттăр ятне 12500 ытла çынна панă, вĕсенчен 141 икĕ хут, виççĕшне — виçĕ хут, иккĕшне — тăватă «Ылтăн Çăлтăр» медалĕпе чысланă. Афганистан территоринчи çапăçусенче 66 салтак-интернационалист Совет Союзĕн Паттарĕ пулса тăрать, вĕсенчен 23 çак чыса вилнĕ хыççăн тивĕçтернĕ.
СССР тытăнса тăнă вăхăтра Совет Союзĕн Паттăрĕ чыса 12772 çынна тивĕçтернĕ, çав шутра икĕ хут — 153; Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинчи паттăрлăхшăн — пурĕпе 11695, çав шутра икĕ хут 115. Совет Союзĕн Паттăрĕсен шутĕнче — 91 хĕрарăм. .... Анчах та, парне панă самантра 1992 çулхи кăрлач, 16 СССР 22 кун каялла пĕтсе ларнă пулнă. Устава улăштарман, СССР ята асăнма Солодков тĕрĕс мар шутласа, парнепе тивĕçтернĕ Е. И. Шапошников авиаци маршалне «Тавтапуç» çеç терĕ.
СССР аркансан «Совет Союзĕн Паттăрĕ» хисепе пăрахăçланă. Халĕ Раççейре «Раççей Федерацийĕн паттăрĕ» хисеппе чыслаççĕ, ăна Тăван çĕршывшăн чаплă ĕç тунăшăн тивĕçтереççĕ. Юридициллĕ Союз паттăрĕсен прависем Раççей паттăр правиисемпе танах. ....
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ
- Раççей Федерацин Паттăрĕ
- Орденшĕн тӳлени
- Халăх Паттăрĕн орденĕ
- Паттăрсен аллейи (Санкт-Петербург, Мускав Çĕнтерӳ паркĕ)
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Статистическая справка подготовлена А. А. Симоновым при помощи В. П. Воробьёва Статистика по Героям Советского Союза (выр.). çăлкуçран архивланă 30 Пуш уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 9 Пуш уйӑхӗн 2012.. Следует учитывать, что в это число не входят: 72 человека, которым было законно присвоено звание Героя Советского Союза и впоследствии за порочащие проступки (в подавляющем числе за преступления) они были лишены звания Героя; 13 человек, по которым Указ о присвоении отменён (необоснованное представление к присвоению звания), 26 присвоений звания Героя Советского Союза так называемым двойникам (лицам, дважды включённым в Указы); исключены также награждения званием 12 городов и 1 крепости.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Совет Союзĕн Паттăрĕсен тата Раççей Федерацин Паттăрĕсен Тĕп сайчĕ
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем, Красноярск(ĕçлемен каçă)
- Совет Союзĕн Паттăрĕ пирки панă хут хыпар
- Волгоградри Совет Союзĕн Паттăрĕсен аллейи
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем, Бежецк хули2010 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем, Иваново хули
Совет Союзĕн Паттăрĕсем | ||
---|---|---|