Сула

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Сула
Illu spleen.jpg
Селезёнка человека
Horse spleen laparoscopic.jpg
Лаша сули
Латин ячĕ splen, lien
Юнтивĕçтерĕш сула артерийĕ
Юн таврăнăш сула вени
Иннерваци селезеночное сплетение
Прекурсор Мезенхима
Каталогсем MeSH?Gray?

Сула — чи пысăк лимфа органĕ. Вăл лаптакланнă çаврашка евĕрлĕ, пар евĕрлĕскер, вар-хырăмăн сулахай çӳл енче, хырăмăн хыçĕнче вырнаçнă. Сула чĕрчуннăн чи кирлĕ органĕ шутланмасть, çуралнă чух пулмасан та, е хирурги енĕпе ăна касса кăларсан та органисăм хăйĕн вăйне те, аталанăвне те çухатмасть.

Вăл диафрагмăпа, хырăмлăх парĕпе, мăн пыршăпа сулахай пӳре çумĕнчех.

Функцисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Варти пепке аталанăвĕн малтанхи стадисенче сула ют тăвакан органсенчен пĕрри шутланать. Тăххăрмĕш уйăх патнелле варта аталаннă чухне эритроцитсене, çаплах лейкоцитсене тăвас функцие гранулоцитарного ряда берет на себя шăмă мими, сула çакăнтанпа лимфоцитсене тата моноцитсене тăвать. Юнăн хăшпĕр чирĕсенче, çапах та, сулара каллех юн тăваканнисем чĕрĕлеççĕ, хăшпĕр сĕт ĕмекенсен вăл юн тăвакан орган ĕçне пурнăç тăршшипех туса пырать.

Çитĕннĕ çын суллин темиçе функци те пур. Ретикул-ендотелиал системи пайĕ пулнипе вăл пĕтнĕ юн клеткисене тата тромбоцитсене фагоцитилет (аркатать), çаплах гемоглобинран билирубин тата гемосидерин тăвать. Гемоглобинăн парĕ пур, сула – организм парĕсен чи пуян усравĕ. Лимфа евĕр орган рулнипе сула лимфоцитсене куçаракан пĕрремĕш çăлкуçĕ пулать, уйрăмах яш-çамрăк çулĕсенче. Унсăр пуçне вăл бактерисен, ахаллисен тата ют пĕрчĕсен фильтрĕ пек ĕçлет, çаплах антикĕлеткесене тăвать; суласăр çынсене, уйрăмах пĕчĕк ачасене, питĕ хăвăрт нумай бактери инфекцисем ереççĕ. Юлашкинчен, сула юн çаврăнăш органĕ те пулать, вăл эритроцит резервуарĕ шутланать, питĕ кирлĕ чухне эритроцитсем юн юххине тухаççĕ.

Анатоми[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сула тем тĕрлĕ тĕртĕмрен тытăнса тăрать. Эмбрионра чухне вăл вăтам тĕвĕ çулçинчен – мезодермăран аталанса пырать. Малтанхи темиçе мезенхима клеткисем сулара пурнăç тăршшипех юлаççĕ, ыттисем вара лимфă евĕрлĕ тата ретикул-ендотел клеткисене куçаççĕ. Сула пульпи (çемçи) ытларах юлашкисенчен тăрать, лимфă евĕрлĕ клеткăсем лимфă евĕрлĕ ушкăнсене пĕрлешеççĕ. Сула витĕр чылай юн чупать, хăй вăл тĕксĕм хăмăр. Унсăр пуçне, вăл хырăмăн серозлă витлĕхĕ çумне тачă эластикăллă-фибрăллă капсулăпа тата яка мышцăллă пайрăмĕсемпе витĕннĕ. Капсула вара сула кĕлеткин ăшнелле чĕрĕксене уйăракан трабекулăсемпе кĕрсе каять.

Сула витĕр юна каялла çаврăнса илсе килекен венă системипе (вăл вар-хырăм пыршин тракчĕнчен пĕвер патне çимĕçпе пуянланнă юна илсе пырать) пысăк юн унки çаврăнăшăвĕпе çуммăнах çыхăннă.

Физиологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Гален сулана «вăрттăнлăхлă» орган тенĕ. Паллă, авалхи грексемпе римлянсем ăмăртса чупакан çынсен хăвăртлăхне хăпартас шутпа суллине касса кăларнă. Сула функцийĕсене тĕплĕн тĕпчесе пĕтермен. Чылай вăхăт хушши ăна эндокринлă железа тенĕ.

Сула секреторлă ĕссене хутшăнни пирки тĕрĕс тĕплĕ тĕпчевсем çук, çавăнпа çак теорие пăрахăçлама тиврĕ, çапах та ăна юлашки вăхăтра каллех сӳтсе-явма тытăнчĕç.

Халĕ тĕпчевсем сула пуç мимин гормонĕсене йĕркелесе ĕçлеттерет теççĕ.

Çитĕннĕ çын суллин темиçе функци.

Сулан чирĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕрремĕш хут сулана чирсем сайра аматаççĕ, анчах та иккĕмĕш хут вара амаксем часах тапăнаççĕ. Сула инфаркчĕ – часах пулакан япала, анчах та инфаркт пĕчĕк вырăна çеç çапать. Инфаркт сăлтавĕсем – лейкоз тата хăшпĕр инфекцисем.

Сулан урисем явăнса кайсан (заворот), унăн юн çаврăнăшĕ пăсăлать, вара ăна хирурги енĕпе сиплеççĕ.

Аталану пăрăнăвĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çуралнă чухнех сула çукки те пур. Çаплах ĕнтĕ унăн пысăккăшĕ, виçи те, форми те, строении, тĕрлĕ пулма пултарать, тĕслĕхрен, хушма чĕрĕкĕсем. Сахал мар хушма суласем те пулаççĕ. Сулана тытса тăракан çыхăсем начаррипе вăл хырăм тăрăх куçма пултарать; хĕрарăмсен çак куçса çӳрекен сула часрах тĕл пулать.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]