Контент патне куҫ

Тăваньялсем Çеркей

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тăваньялсем Çеркей
Сергей Семёнович Сорокин

Тăваньялсем Çеркей, 1932 çулта
Çуралнă чухнехи ят: Сергей Семёнович Сорокин
Суя ятсем: Хайхи, Çимун ачи Çеркей, Тăваньялсем Çеркей тата ыттисем те
Çуралнă вăхăт: 1886, авăн, 15
Çуралнă вырăн: Кивĕ Тăваньял, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕпĕрни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1957, ака, 5
Вилнĕ вырăн: Кивĕ Тăваньял, Çĕпрел районĕ, Тутар АССР, РСФСР, ССРП
Пăхăнулăх: Раççей империйĕ Раççей империйĕ
ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш сăвăçĕ, çыравçă, публицист, вĕрентевçĕ, культура ĕçлевçи
Пултарулăх çулĕсем: 1900-1919
Жанр: сăвă, публицистика
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Тăваньялсем Çеркей çамрăк чухне
Тăваньялсем Çеркей Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче (1914-1917)

Тăваньялсем Çеркей (çуралнă чухнехи тата чăн ят Сергей Семёнович Семёнов, каярахпа Сорокин, 15.9.1886, Кивĕ Тăваньял, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕпĕрни, Раççей империйĕ - 5.4.1957, Кивĕ Тăваньял, Çĕпрел районĕ, Тутар АССР, РСФСР, ССРП) — чăваш çыравçи, унран та ытларах — культура ĕçлевçи, халăхшăн ĕçлекенсен витеревçи, вĕрентевçĕ. Сăмахран, вăл Тимĕрçенсем Ваççа Аниççи текен çынна тата ыттисене те çĕкленме хытă пулăшнă.

Тăваньялсем Çеркей (Сергей Семёнович Сорокин) 1886-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 15(27)-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи Кивĕ Таваньялĕнче (халĕ Тутарстанăн Çĕпрел районĕ) чухăн хресчен килйышĕнче çуралнă[1].

1919-мĕш çулта Пăваран вĕрентевçĕсен пухăвĕнчен таврăннă чухне ăна хурахсем тапăнаççĕ, документсемпе çиелти тумне туртса илеççĕ, аллисене каялла çыхса пуçран тĕллесе переççĕ; вилнĕ тесе улăмпа витсе хăварççĕ[1]. Анчах та вăл сывă юлать, татах та нумай-нумай çул пурăнать.

Пултарулăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паянччен сыхланнă сăввисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1906-1907-мĕш çулсенче "Хыпар" хаçатпа çыхăнса ĕçленĕ, пичетленнĕ те.

Публицистика тата çырусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тăваньялсем Çеркей Хветĕр Уярпа çыру çÿретнĕ, вĕсенчен хăшпĕрисем сыхланса юлнă, пичетленнĕ[1].

Фотографисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. 1 2 3 Юмарт Г.Ф. [Тăваньялсем Çеркей пирки.] — "Хыпар" хаçат, 2006, çĕртме, 16