Тăхăм

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Тăхăм — кам та пулсан хăйĕнчен малараххисенчен çуралса пулнине пĕлтерекен сăмах. Çавăн пекех тата маларахри ăрусем тĕлĕшпе те вăл тăхăм шутланать. Сăмахран, пĕр-пĕр çын хăйĕн ашшĕпе амăшĕ тĕлĕшпе çеç мар, аслашшĕпе асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ т.ыт.те тĕлĕшпе те тăхăм пулать. Çапла калани хуть те мĕнле биологилле тĕссене те пырса тивет, çынсене çеç мар. Ытарлă пĕлтерĕшпе чĕрĕ мар тĕнчери хăшпĕр пулăмсене те çапла палăртни тĕл пулать. Биологилле çеç мар пулăмсене палăртса еткер тата еткерçĕ теççĕ.

Каярахрисене, каярах пулнисене тăхăм теççĕ пулсан, маларахри ăрури индивидуумсене (чунсене, ÿсентăран тĕнчинчи объектсене ) несĕл сăмахпа палăртма пулать.

Тепĕр чухне ку тăхăм сăмахпа анлăрах пĕлтерĕшпе — хуть те мĕнле тăванлăха та палăртма — усă курни те пур[1]. Çапах та тĕп пĕлтерĕшĕ маларах кунта асăнни теес пулать.

Пичетре, СМИре, ытти çĕрте усă курнă тĕслĕхсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Эпир çĕр çине хамăр хыççăн мĕнле те пулин йĕр, тăхăм хăвармашкăн килетпĕр. Апла тăк сăпка сиктерекен алă тĕнче тытса тăрать. Пĕрле хутшăнса ĕçлемешкĕн эпир яланах хатĕр. Пĕрле чылай ĕç тума пултаратпăр», - çапла вĕçленĕ вăл хăйĕн сăмахне. (Алина Изман. — 7 Мар, 2014 | Чăваш хĕрарамĕ ).

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]