Талиев Даниил Иванович
Курӑнакан калӑплав
Талиев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Талиев Даниил Иванович | |
Талиев Даниил Иванович | |
Çуралнă чухнехи ят | Талиев Даниил Иванович |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1784-мĕш çул |
Çуралнă вырăн | Чиркӳллĕ Тутарань, хальхи Муркаш районĕ, хальхи Чăваш Ен) |
Вилнĕ вăхăт | 1837 çулхи акан 4-мĕшĕ |
Вилнĕ вырăн | Санкт-Петербург |
Гражданлăх | Раççей |
Пăхăнулăх | Раççей империйĕ |
Ашшĕ | Иван Михайлов |
Амăшĕ | паллă мар |
Талиев Даниил Иванович (1784-7.4.1837) — çар тухтăрĕ тата патша çарĕн медицина генералĕ. Хальхи Чăваш Республикине кĕрекен Муркаш районĕнчи Тутарань ялĕнче çуралса ÿснĕ. Талиев Петр Ивановичăн (1778-1832) шăллĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ăçта вĕренни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1788-мĕш çултанпа — Хусанти çĕнĕ крешшĕнсен шкулĕнче
- Хусанти тĕн академийĕнче.
- Санкт-Петербургри медицина-хирурги академийĕ (1806-1809)
Ăçта ĕçлени
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1809-1812, — гренадерсен полкĕнчи сиплевçĕ.
- 1812-1813, — аслă сиплевçĕ.
- 1813-мĕш çул пуçламăшĕнчен — 1-мĕш класлă аслă сиплевçĕ, унтан тухтăр-хирург.
- 1815-мĕш çулхи январĕн 1-мĕшĕнче çар министрĕн приказĕпе Санкт-Петербургри çар-артиллери госпитальне лекнĕ, çав вăхăтрах Çар министăрлăхĕн медицина департаменчĕн сĕтел пуçлăхĕ пулса тăнă.
- 1818-мĕш çултан дивизион тухтăрĕ.
- 1831-мĕш çулхи сентябрьтен Çар министăрлăхĕн медицина департаменчĕн Пĕрремĕш уйрăмĕн пуçлăхĕ.
- 1836-мĕш çулта отставкăна тухать те округри медицина генералĕн тивĕçĕсене пурнăçлать.
Вилнĕ хыççăн ăна Санкт-Петербургри Митрофаний масарĕнче пытарнă[1].
Чыславсемпе хисепсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1813-мĕш çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче М.Кутузов фельдмаршал палăртнă хыççăн Пĕрремĕш Александр патша Д.И.Талиева дворян ятне парать.
- Апостолпа тан Сăваплă Владимир кнеçĕн 4-мĕш капашри орденĕпе наградăланă.
- Сăваплă Аннан 2-мĕш капашри орденĕ
Тата тепĕр виçĕ орденпа наградаланă (вĕсен ячĕсем паллă мар). Çапла вара мĕнпурĕ 5 (пилĕк) орден.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Симулин А.М. Талиев Даниил Иванович — Электронла чăваш энциклопедири статья.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Захоронения Митрофаниевского Православного кладбища (по книге В. И. Саитова) — Санкт Петербургри Митрофаний перлешĕвĕ. (унăн титулне кунта "статский советник" тесе палăртнă.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Медики - участники войны 1812 года.(ĕçлемен каçă)
- В.Д.Димитриев. Н.Я. Бичурин и Чувашия — Файловый архив студентов. 1083 вуза, 2516 предмета
Категорисем:
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Страницы, использующие расширение JsonConfig
- Википедия:Статьи с оригиналом имени без шаблона lang-XX
- Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Википедия:Статьи без изображений (тип: тăнлă çын)
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Тухтăрсем, алфавитпа
- Пайăр çынсем:Чăваш Ен
- Пĕрлĕх ĕçченĕсем
- Раççей генералĕсем
- 1784 çулта çуралнисем
- 1837 çулта вилнисем
- Акан 4-мĕшĕнче вилнисем
- Чăвашран тухнă генералсем