Телеметри

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Телеметри (грек tele = айакри, metron = виçмелле) — айăкри объектсен параметăрĕсене виçсе пур хыпара усă курма май паракан технологисен пуххи. Çак пур хаклав хыпарĕ оператор умне, кайран усă куракан патне те çитет.

Пĕтĕмлĕ хыпар[тӳрлет]

Виçев хыпарне ятарлă çыхăну модулĕллĕ телеметри хатĕрĕсем (телеметри системинче ĕçлекен датчиксем) пуçтараççĕ. Тепĕр чух объект çине (патне) ахаль датчиксем лартаççĕ, çыхăну хатĕрĕпе пур хыпара пĕр çĕре пухаççĕ.

Телеметри йĕркисем хуçалăхăн çак уйрăмĕсенче ĕçлеççĕ:

Усăллăх[тӳрлет]

Пысăк уйра телеметри станцийĕ сывлăшпа тăпра температурине, çĕр нӳрĕкне, çумăр/юр ӳкнине, шыв çитнине/çитменнине палăртать. Çак пур хыпара кашни станцирен пăралуксăр (радио, GSM/GPRS, WLAN) е пăралуклă (телефон, ISDN, xDSL, компьютер) эреш (электрикăллă е оптикăллă) хутлăхĕпе пĕр вырăна пуçтараççĕ. Телеметри станцине хăват пама хĕвел батарейи кирлĕ — ахаль аккумуляторсен управ янтти вăрăм вăхăта çителĕксĕр.

Автоматикăллă телеметри станцийĕ çынсăрах ĕçлет.

Хуçалăх[тӳрлет]

Телеметри çав тери кирлĕ хушма ăслăлăх пулать: унăн тишкерлĕхĕпе хальхи ракетăсен вĕçевне тĕрĕслесе ертсе пыраççĕ, сывлăхшăн хăрушă ĕçлĕ хими завочĕсенче тĕрлĕ параметăра виçсе сăнаса тăма питĕ ансат.

Медицина[тӳрлет]

Чирлĕ çын сывлăхне телеметри меслечĕпе сăнама питĕ вырăнлă. Биотелеметрипе чĕрене тĕпчеççĕ.