Темминк кушакӗ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Темминк кушакӗ
Темминк кушакӗ
Ăслăх классификацийĕ
Патшалăх:
Класс: Сĕтпе ӳсекенсем
Латинла çырни
Catopuma temminckii
Темминк кушакӗ


Темминк кушакӗ (лат. Catopuma temminckii) — сĕтпе ӳсекенсен кушак йышшисен кил-йышӗнчи тискер текĕрĕн чӗрчунӗ.

Катопум йӑхне кӗрет, Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ Азин тропиклӗ вӑрманӗсенче пурӑнать. Ӗлӗк ӑна ылтӑн кушаксен йӑхне кӗртнӗ, халӗ ун пек йӑх пурри шутланмасть. Хальхи ӑсчахсен шутлани тӑрӑх, пӑхма Африкӑри ылтӑн кушака аса илтерни, конвергентлӑ эволюци ҫинче никӗсленет. Ку биологи тӗсне Голланди зоологӗ Конрад Темминк ятне чысласа панӑ.

Епле курӑнни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Темминк кушакӗ кил кушакӗнчен икӗ хут пысӑкрах. Унӑн тӑршшӗ, хӳрине шута кӗртмесӗр 90 см, хӳри 50 см пулать. Ҫӑра ҫӑмӗ ытларах чух ылтӑн е хӑмӑр тӗслӗ, сӑрӑ тата хура тӗслисем те тӗл пулаҫҫӗ. Хӑшпӗр ҫӗртре Темминк кушакӗсен ҫӑмӗ ҫинче кӑштах е лайӑх курӑнакан патасем пур. Пуҫӗн малти енӗнче хура-шурӑ йӗрсем пур.

Ӑҫта пурӑнни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Темминк кушакӗн ареалӗ Гималайсенчен тата кӑнтӑр Китайпа, Индокитай ҫурутравне ҫити сарӑлать, тата вӑл кушак Суматрара тӗл пулать, вӑрмансенче пурӑнать.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Соколов В. Е. Пятиязычный словарь названий животных. Млекопитающие. Латинский, русский, английский, немецкий, французский. / под общей редакцией акад. В. Е. Соколова. — М.: Рус. яз., 1984. — С. 108. — 352 с. — 10 000 экз.
  • Peter Jackson et Adrienne Farrell Jackson (trad. Danièle Devitre, préf. Dr Claude Martin, ill. Robert Dallet et Johan de Crem), Les Félins : Toutes les espèces du monde, Turin, Delachaux et Niestlé, coll. « La bibliothèque du naturaliste », 15 octobre 1996, 272 p., relié (ISBN 978-2603010198 et 2-603-01019-0)
  • Rémy Marion (dir.), Cécile Callou, Julie Delfour, Andy Jennings, Catherine Marion et Géraldine Véron, Larousse des félins, Paris, Larousse, septembre 2005, 224 p. (ISBN 2-03-560453-2 et 978-2035604538, OCLC 179897108).

Каҫӑсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]