Тенюшев Иван Яковлевич
Иван Тенюшев | |
Çуралнă вăхăт: | 1923, кăрлач, 19 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Алманчă ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР |
Вилнĕ вăхăт: | 2016, нарăс, 14 |
Вилнĕ вырăн: | Чăваш АССР, Шупашкар |
Гражданлăх: | ССРП РФ |
Ĕçлев тĕсĕ: | проза, очерк |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Тенюшев Иван Яковлевич (1923, 19, кӑрлач, Патӑрьел районӗ, Алманчӑ - 2016, 14, нарӑс, Шупашкар) - журналист, çыравçă.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1923 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕнче çуралнă.
1939-мĕш çулта Патăръел педагогика училищине пĕтерет. 1939-1940 - мĕш çулсенче Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимеш пуçламăш шкулĕнче, 1940-1942- мĕш çулсенче
Шăмалакри 7-çул вĕренмелли шкулта вĕрентнĕ.
Хĕрлĕ Çара 1942 çулта кайнă. Виçĕ хут аманнă. Хастар çапăçнăшăн Конев И.С. маршалтан тав сăмахĕ илтнĕ.
Вăрçă хыççăн тĕрлĕ вырăнта ĕçленĕ: Патăръел район хаçачĕн яваплă секретарĕ, "Молодой коммунист" хаçат редакторĕ. ССКП Чăваш обкомĕн пичет,телекурав тата радиокалаçу секторĕн пуçлăхĕ.
1951-1955- мĕш çулсенче Чăваш педагогика институтĕнче («Русский язык и литература») вĕренет.
1962 -1964- мĕш çулсенче Мускаври Аслă парти шкулĕнче журналистика факультетĕнче вĕренет.
1963 çулта вăл Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш журналисчĕсене хатĕрлеме тытăннă.
Истори ăслăхĕсен кандидачĕ, доцент. Ӑслăлăх енĕпе декан çумĕ, литература тӳрлетӗвӗпе стилистика кафедрин пуçлăхĕ пулнă.
Вуннă çул хушши Чăваш республикин пĕрлĕх корреспонденчĕсен университетне ертсе пынă. Чăваш патшалăх университетĕнче нумай çул хушши вăрçă ветеранĕсен пĕрлешĕвне ертсе пынӑ.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Журналистика историйӗ, теорийӗ тата практики енĕпе вунă ытла кĕнеке пичетленĕ. Илемлӗ литература хайлавӗсем те калӑпланӑ.
- Чăваш АССРĕнчи ялкорсен массaллa рейчĕсем. - Шупашкар: ЧувГУ им. И.Н. Ульянова, 1983.
- Тенюшев, И. Я. Вĕсем виççĕн çеç юлчĕç 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ. : роман / Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2008. – 591 с.
- Чăвашсен малтанхи публицисчĕсем. - Шупашкар: Чувашкнигоиздат, 1987. (çак кĕнекешĕн С.В.Эльгер премине илнĕ).
- Чăваш публицистикипе журналистикин аталану тапхăрĕсем. - Шупашкар: - ЧувГУ им. И.Н. Ульянова, 2004
Чыславсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ.
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш шайри орденĕ.
- "300 лет российской прессы" аcăнмалли паллă.
- Чăваш республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1998).
- Вучах хаçатăн Алексей Талвир парни (1992).
- Журалистсен Ҫ. Элекр премийӗн лауреачӗ (1987
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Данилов А.П. Журналистами становятся по призванию. Творческая деятельность Ивана Яковлевича Тенюшева. Чебоксары: Изд. Чувашского ун-та, 1998.
- Журналисты Чувашии. Сборник статей и очерков. - Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2005. - 207 с.: ил.
- Данилов, А. Тиенӗ лавӗ çăмăл мар : Иван Тенюшев 90 çул тултарчӗ / А. Данилов // Тӑван Атӑл. – 2013. – № 1. – С. 96-97 : сӑн ӳкерчӗк.
- Тенюшев, И. ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ĕçченĕ Иван Тенюшев : [асаилӳсем] / И. Тенюшев ; пичете А. Сенькова хатĕрленĕ // Тӑван Атӑл. – 2013. – № 5. – Прил.: с. 2-11 : сӑн ӳкерчӗксем. –- (Сунтал. Автограф).
- Призвание длиною в жизнь : [о журналисте Иване Яковлевиче Тенюшеве] // Совет. Чувашия. – 2013. – 18 янв. – С. 3.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Культурное наследие Чувашии
- Литературная карта Чуваши 2017 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ҫулталӑк кенеки=Книга года 2017 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Чăваш энциклопединче
- Тенюшевăн кун-çулĕ(ĕçлемен каçă)
- Кĕнекен анонсĕ
- Ушел из жизни ветеран журналистики Иван Тенюшев
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Чăваш Енре çуралнисем
- Чăваш Енре вилнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Чăваш ăсчахĕсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕн кавалерĕсем
- Кăрлачăн 19-мĕшĕнче çуралнисем
- 1923 çулта çуралнисем