Контент патне куҫ

Тимĕрçĕ лаççи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Тимĕрçĕ лаççи, — тимĕрçĕ ĕçлекен вырăн. Тимĕрçĕ лаççине йывăçран, чулран, кирпĕчрен купаласа лартаççĕ. Чи пахи вучахĕпе сунталĕ. Тимĕрçĕ лаççинче хуçалăхра кирлĕ япаласене тимĕртен шаккаса тăваççĕ, урапа-çуна кăшăллаççĕ, лашасене таканлаççĕ.

Тимĕрçĕ лаççи — пурана кĕлетлесе тунă лаç, çĕре чавса пура лартса, тăррине çĕр хупласа тунă лаç. Çавăн пекех хуп тăратса тунă лаç та пулма пултарать.

Авал тимĕрçĕ ĕçлекен вырăн сăрт-ту айĕнчи хӳтĕре, чăнкă çыран çумĕнчи çĕре чавса лакăмлатнă хӳшĕре, ту, е çĕр хăвăлĕнче пулнă. Чăвашсем XIX ĕмĕрте тимĕрçĕ лаççине çĕр пӳрт майлă тунă. Лаç пурине виçĕ еннелле çĕре чавса лартнă. Пура тăррине пĕренесем хурса çĕрпе витнĕ. Лаçăн тăваттăмĕш (урамалла тухаканне) енне пураламан, хуппа витнĕ.

XX ĕмĕрте лаçсене кĕлет пек пураласа тунă. Вĕсен пура маччийĕ пулман, тăррине чăнкăрласа хăма хуп витнĕ. Хĕвелтухăç енче анлă алăк, кăнтăрта — чӳрече (е икĕ чӳрече), урайĕ — çĕр. Лаптăкĕ 3x5 м2, 4х5 м2 пулнă.

Ялтан яла куçса çӳресе тимĕрçĕ ĕçне тăвакансем йывăç айне хуп тăратса хӳшĕ тунă. Вĕркĕч, кăмака, сунтал лартса уçă çĕрте ĕçленĕ. Чикан тимĕрçисем те пĕр 30-50 çул каялла çапла ĕçлетчĕç.

Чăвашсем тимĕрçĕ лаççине шыв хĕррине, уничене (урам вĕçне) икĕ-виçĕ ял хушшинчи лапамсене лартма юратнă. Çак вырăна Тимĕрçĕ ялĕ, Тимĕрчкасси, Тимĕрч урамĕ тесе каланă.

Хулара, почта, ямшăк салисенче вырăссем тимĕрçĕ лаççисене чулран, кирпĕчрен купаласа тунă. Каçхине вара çăрапа питĕрнĕ. Тимĕрçĕ лаççисен лаптăкĕ 6x9 м2 пулнă. Вырăнĕ-вырăнĕпе темиçе тимĕрçĕ лаççи ларнă.

Тимĕрçĕ лаççи вырăнĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тимĕрçĕ лаççи çумĕнче ятарлă вырăн, лаптăк, карлăк, стан, савăт пулнă:

  1. Лаша таканламалли карлăк, стан. Ăна тăватă юпа лартса тунă. Çине кăшкарласа тытнă. Икĕ енне карлăк каштисем лартнă. Умне те, хыçне те сăлăп хывнă. Лаша урисене (чĕрни çине) такан çапмалли тăватă тĕртĕк лартнă.
  2. Урапа кустăрмине (тупанне) тукунламалли, кăшăлламалли чикме лаптăкĕ. Вăл чакаласа лартнă тĕнел пуçлă чикмерен, кустăрма кăпăлĕ вырнаçмалли лакăмран, кустăрма выртмалли лаптăкран тăрать.
  3. Çуна тупанне тимĕр шина çапмалли такан. Вăл чакаласа лартнă тăватă-ултă юпаран, икĕ-виçĕ каштаран тăрать. Такан çӳллĕшĕ 60-70 сантиметр, сарлакăшĕ - 1,2-2 метр. Варринчи каштине кĕске çунине шинăлама хываççĕ.
  4. Лаç çумĕнчи тимĕре упрамалли хӳтĕ вырăн.
  5. Çуллахи вăхăтра темиçе кубла метр шыв кĕрекен катка, касак катки лартнă.

Тимĕрçĕ лаççинчи япаласем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи вăхăт

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи трактор-машина ларакан парксенчи тимĕр лаççинче кăткăс япаласем шаккаса хатĕрлеççĕ.


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.