Тинĕс ури
- Ку статья тинĕссемпе океансен кÿлмекĕсем пирки, юханшывсемпе кÿлĕсен унашкал пайĕ çинчен Кӳлмек статья пур

Тинĕс ури (ахăртнех, кÿлмек теме те пулать) — тип çĕр талккăшне касса кĕрекен анчах тинĕспе е океанпа çыхăну çухатман шыв уçлăхĕ. Çавăн пекех ăна кулленхи калаçура урăхла ятсемпе те асăнма пултараççĕ.
Сăмахсартан[1]:
залив, тинӗс кукри, шыв авӑрӗ; маленький залив тинӗс ури.
Юханшывсем, пысăк кÿлĕсем çинче унашкал япаласене кӳлмек теççĕ.
Тинĕс ури — океанăн, тинĕсĕн е кӳлĕн хĕрринче çырма юхса тăракан вырăнĕнче типĕ çĕре кĕрсе тăракан вырăн, çапах та пысăк шывлăхăн чылайрахăшĕпе ирĕклĕ çыхăннă пайĕ.
Палăрăмсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тĕнче океанĕн чи пысăк кӳлмекĕсем: Аляска, Бенгал, Бискай, Мăн Австрали, Гвиней кӳлмекĕсем.
Хăш тĕслĕхсенче «кӳлмек» палăртупа гидрологи режимĕпе тинĕс пулакан акваторисене те асăнаççĕ (сăмахран, Мексика, Гудзон, Перс, Калифорни).
Çаплах паллă кӳлмексен йышне Венеци лагуни, Гейнрангер-фьорд Норвегире, Балаклава бухти, Днестр вăрринчи Днестр лиманĕ кĕрет. Кӳлмексенче авал суту-илӳ питĕ аталаннă пулнă.
Фото пуххи[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Гейрангер-фьорд, Норвеги
Венеци лагуни. Космосран.
Днестр вăрринчи Днестр лиманĕ. Космосран.
Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Кӳлмек ПСЭ(ĕçлемен каçă)
- Carreck, Rosalind, ed. (1982). The Family Encyclopedia of Natural History. The Hamlyn Publishing Group. p. 202. ISBN 978-0-11-202257-2.
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Кӳлмек тĕсĕсем | |
---|---|
Ку гидрологипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |