Толмасов Спиридон Павлович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Шăпчăк Çĕпритунĕ
Çуралнă чухнехи ят: Спиридон Павлович Толмасов
Çуралнă вăхăт: 1897, раштав, 28
Çуралнă вырăн: Çĕрпел чиркӳ ялĕ, Вăрнар районĕ Хусан кĕперни
Вилнĕ вăхăт: 1954, раштав, 25
Гражданлăх: Flag of the Soviet Union.svg
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçи, тăлмачĕ, сатирикĕ тата журналисчĕ
Пултарулăх çулĕсем: 1935 - 1954
Жанр: повеç, роман, калав, поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Disambig gray.svg Толмасов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Толмасов Спиридон Павлович — чăваш прозăçи, сатирикĕ, журналисчĕ, тăлмач[1][2]

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çыравçă 1897 çулхи раштавăн 22-мĕшĕнче Çĕрпел ялĕнче çуралнă. Иртеменкасси ялĕнчи иккĕ класлă шкулта пĕлӳ илнĕ, Хусан вăрçă тăрăхĕн фельдшер шкулĕнче, Ленинградри В.В. Воровский ячĕллĕ институт журналистика институтĕнче вĕренсе тухнă.

Пуçламăш классенче ачасене вĕрентнĕ, вулăсри халăх çутĕçĕн уйрăмĕн ертӳçи, Нурăсри ача-пăча пахчин ертӳçи пулса ĕçленĕ.

1927 çулта ăна Шупашкара ĕçĕ чĕннĕ. Хулара, «Канаш» хаçатĕнче репортер, корректор тата кăларакан редактор, яваплă секретарь вырăнĕнче тăрăшнă. 1935-1937 çулсенче — Хĕрлĕ Чутай районĕнче хаçат редакторĕ.

1947 çултанпа – тăван районта, Хирпуç медицина пункчĕн пуçлăхĕ.

Спиридон Павловича 1938 çулта репрессиленĕ, 1956 çулта реабилитиленĕ.

1954 çулта, рашnав уйăхĕн 25-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.

Пултарулăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Поэзи уйăхĕнче те, проза хирĕнче те тăрăшнă, журналистикăпа та хăтланнă.

1914 çулта çыру ăсти хăйĕн пĕрремĕш корреспондисене Хусанта тухакан «Земская неделя» хаçатра пичетленĕ. Каярах сăвăсене, юптарусене тата фельетонсене шăрçаланă, вĕсем «Канаш» хаçатра кун çутине курнă. «Капкăн» сатира журналĕпе уçнăранпах пĕрĕçленĕ.

Хăйĕн пурнăçĕнче тăххăр кĕнеке хатĕрлесе кăларнă. Вырăс çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарнă, медицина темисемпе статьясене ăсталанă.

Паллăрах кĕнекесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Ачасене вылямалли йапаласем (теттесем) / Ç. Шăпчăк. - Шупашкар : Чăваш кĕнеки уйрăмĕ, 1930.
  • Ваççа: калав / Ç. Шăпчăк. – Шупашкар : Чăваш кĕнеки уйрăмĕ, 1930
  • Сăвăсем / Ç. Шăпчăк. – Шупашкар : Чăвашиздат, 1937 – 77, [1] с. – (Стихи).

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Замуткина, А. Çĕпритун Шăпчăк – малтанхи редакторсенчен пĕри / А. Замуткина // Пирĕн пурнăç (Хĕрлĕ Чутай р-нĕ). – 2005. – 16 март. – С. 3.
  • Кĕттерекен хăна : (Çĕпритун Шăпчăк çыравçă çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май) / И. К. Ивановпа П. А. Ялгир хатĕрленĕ // Хыпар. – 1997. – 19 раштав. – («Хыпар» кĕнеки ; № 28 ; 16 с.).
  • Тимофеева, Д. Кулăш ăсти / Д. Тимофеева // Ҫӗнтерӳ çулĕ (Вăрнар р-нĕ). – 2003. – 1 кăрлач. – С. 5.
  • Тимофеева, Д. Чăваш кулăш ăсти. Çĕпритун Шăпчăк : çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май / Д. Тимофеева // Канаш (Ульяновск обл.). – 1997. – 27 раштав (№ 52). – С. 2.
  • Юман, А. Çпритун Шăпчăк / А. Юман // Канаш (Ульяновск обл.). – 1997. – 29 чӳк (№ 48). – С. 8.
  • Ялгир, П. Кулăш ăсти / П. Ялгир // Ялав. – 1997. – № 11. – С. 117.
  • Яруткина, С. В. Ҫӗпритун Шӑпчӑк // Яруткина, С. В. Чутай ен ҫыравҫисен антологийӗ / С. В. Яруткина. – Шупашкар, 2015. – С. 66-67.
  • Афанасьев, П. Шыпчык (Толмасов) Спиридон Павлович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 507-508.
  • Метин, П. Н. Шыпчык (Толмасов) Спиридон Павлович / П. Н. Метин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 656.
  • Никитин, В. Иван Мучи и «колючие» рассказчики // Никитин, В. Чувашский рассказ / В. Никитин. – Чебоксары, 1990. – С. 114-127.
  • Питернова, В. «Меня убили. Но я надеюсь, что воскресну...» / В. Питернова // Совет. Чувашия. – 1998. – 17 янв.
  • Сорокин, В. Мастер смеха / В. Сорокин // Чебоксар. новости. – 2001. – 29 марта.
  • Тимуков, А. Н. Шыпчык (Толмасов) Спиридон Павлович / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 501.
  • Толмасов Спиридон Павлович (Çĕпритун Шăпчăк) // Энциклопедия Вурнарского района. – Чебоксары, 2005. – С. 260.
  • Толмасов Спиридон Павлович (Шыпчык) // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 455-456.
  • Толмасов-Шыпчык Спиридон Павлович // В трагические годы : репрессированные чувашские писатели, журналисты и ученые = Синкерлӗ ҫулсенче : репрессие лекнӗ чӑваш писателӗсем, журналисчӗсем тата ӑсчахӗсем. – Чебоксары, 2013. – С. 234-237.
  • Шыпчик (Толмасов) Спиридон Павлович // Краткая энциклопедия Красночетайского района. – Чебоксары, 2004. – С. 210.
  • Ялгир, П. Шыпчык (Толмасов) Спиридон Павлович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 143.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]